Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗнтерни те лайăх. хутшӑнни те паха

Районта «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ – 2023» спорт мероприятийӗ иртрӗ

 

Ырӑ йӑлапа, йӗлтӗр йӗрӗ çине шкул ачисем, техникумра вӗренекенсем, организацисенче, учрежденисенче ӗҫлекенсем ертӳçӗсем тăчӗç. Вӗсен хушшинче опытлӑ спортсем те, халӗ кăна хăйне çак спорт енӗпе сăнама кăмăл тăвакансем те пурччӗ. Тӗп тивӗç те çӗнтерӳ мар, çӗршывра чи нумай çынна хăй патне туртакан мероприятийӗн пӗр представителӗ пулнине туяссиччӗ, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклессиччӗ, сывлăха çирӗплетессиччӗ.

Старт умӗн, торествăлла линейкăра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприятие ҫак мероприятин пӗлтерӗшне палӑртса, йӗлтӗр спорчӗ – чи популярлă тата массӑллӑ спорт тӗсӗсенчен пӗри пуднине, çирӗплетрӗ. Мероприятире «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» нормативсен лайăх кăтартăвӗсене çӗнсе илнисене значоксем те пачӗç.

Йӗлтӗр ăмăртăвӗ ваттине, те кӗçӗннине те хăй пахтне пуçтарчӗ. Чи кӗҫӗн спортсмен пулса 6 ҫулти Даниэль Годунов палăрчӗ. Чи аслă çулсенчи йӗлтӗрçӗ – 72 ҫулти Владимир Ильин пулчӗ. Ăмăртусенчен илнӗ кăмăл-шухăшӗсене те пӗлтерчӗ ветеран-педагог:

– Кирек хăш ӳсӗм ҫулӗнче пулсан та, сывӑ пурнӑҫ йӗркине яланах тытса пымалла, тесе шутлатăп эпӗ. Спортпа интересленни – пурнăçа тăсни кăна мар, кӑмӑла та ҫӗклет, – терӗ.

Йӗлтӗрçӗсем, ӳсӗм ушкӑнӗ енӗпе, 500 тата 3000 метр хушша иртрӗç. Кашнин кăмăлӗ савăкчӗ. Хӗл сивви те çак кун шăпах кирлӗ пек – вăтам пулни те хăйӗн пайне кӗртнӗ пулӗ, тен.

– Çак мероприяти, чӑнахах та хӗллехи уяв, вӑл ҫынсене пӗрле тӗл пулма, куна илемлӗн ирттерме пулӑшать. Эпӗ хам та çулсеренех районта ирттерекен «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» мероприятире хутшăнатăп, лайăх кăтартусем туса, парне те илетӗп,  – тесе хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ йӗлтӗрпе çӳреме юратакан Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Фарида Хайруллина.

Спорт уявне килнисем çапла кунӗсене кăмăллă,  пӗрле ирттернисӗр пуçне, районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче ӗҫлекенсем хатӗрленӗ вӗри чейпе те сăйланчӗç, пӑтӑ та тутанса пăхрӗç. Ӑмӑрту итогӗсем тӑрӑх вара малти вырӑнсене йышӑннӑ ҫӗнтерӳҫӗсем медаль-грамотӑсемпе, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» тесе çырнă пуçа тăхăнмаллисемпе парнеленчӗç.

Ҫак кун Хусан хулинче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче пирӗн район çынни, Аслă Аксу ялӗн  спортсменӗ Петр Мускатинов инвалидсем хушшинче 2,5 ҫухрӑма иртсе, 1-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев