Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗнтерӳ парадӗнче пирӗн ентешсем

Кăçал Çӗнтерӳ парачӗсенче пирӗн ентешӗмӗрсем те хутшăнчӗç.

Вӗсем: Алешкин-Саплăк ялӗнчен Василий Марков, Станиславпа Алексей Семеновсем, Станислав Елифанов, Михаил Борисов, Василий Казаков, Иван Гетало,  Тăваньел ялӗнчен – Денис Аббязов.

Паллă ӗнтӗ, çакнашкал пысăк мероприятисенче хутшăнма яваплă, çирӗп, хăюллă, çивчӗ ăслă тата патвар хул-çурăмлă каччăсене çеç суйласа илеççӗ.

Петр Артемьев, Алешкин-Саплăк ял тăрăхӗн пуçлăхӗ:

–Чи пирваях çак каччăсен ашшӗ-амăшӗсене пысăк тав сăмахӗ калас килет. Патриотизм туйăмӗпе воспитани илнӗ каччăсем паян çӗршывăн нумай хулисенче Кӗçӗн Тăван çӗршывăн чысне сыхлаççӗ. Çак каччăсем ял халăхӗн куç умӗнче ӳснӗскерсем, паянхи кун Çӗр-аннемӗре хӳтӗлекен салтаксем пулчӗç. Ырлăх-сывлăх сунатăп вӗсене, малашне те ял мăнаçлăхӗ пулма сунатăп. Эпир сирӗнпе чăннипех те мухтанатпăр.

Парада хутшăннă ентешӗмӗрсене «За участие в военном параде в ознаменование 75-летия победы ВОВ 1941-1945 г.г» медальсем парса чысланă. Маттур каччăсем!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев