Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çӗнетсе улăштарнă больницăра сипленме те кăмăллă

Кивӗ Шемӗршелӗнчи участок больницинче тӗп юсав декабрь уйӑхӗнче вӗҫленчӗ. Паян ҫӗнетнӗ медицина учрежденийӗ пациентсене яланхи йӗркепе йышӑнать

Больницӑн икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртне 40 ҫул каялла, 1982 ҫулта, ялти колхозăн укçи-тенкипе туса лартнӑ. Юлашки хут кунта юсав 2008 ҫулта ирттернӗ, ун чухне ҫивиттипе чӳречисене улӑштарнӑ.

Больницӑри улшӑнусем ҫинчен врач Равиль Мухаммедъяров:

– Тӗпрен юсанине пула халӗ пӳлӗмсем ҫутӑ, ӑшӑ, вӗри тата сивӗ шывпа тивӗҫтернӗ, канализаци тунӑ, пушар сигнализацийӗн, видеонаблюдени системине, кабинетсенче компьютерсем вырнаҫтарнӑ. Инвалидсем валли пандус тунӑ. Апат-ҫимӗҫ блокӗнче те, процедура кабинечӗсенче те хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ. Стоматологи кабинетне хальхи техникӑпа оборудованиленӗ. Стенисене, урайне, маччине пахалӑхлӑ материалсенчен тунӑ. Халӗ больницӑна асфальт сарнӑ ҫулпа кӗме пулать, территорие хӳмепе тытса ҫавӑрнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, больницӑн шалти тата тулашӗнчи сӑн-сӑпачӗ питӗ улшӑнчӗ, эпир çакăншăн питӗ савăнтăмăр, – тет.

Пациентсем те ҫак улшӑнусем пысӑк пулăм пулнине палӑртаҫҫӗ. «Паянхипе ӗлӗкхи больница хушшинчи уйрӑмлӑх – пӗлӗтпе ҫӗр хушши пекех. Здани хальхи требованисене пурне те хуравлать. Пур ҫӗрте те таса, ҫутӑ.  Тухтӑрсемпе медсестрасене те ҫакӑн пек лайӑх условисенче ӗҫлеме кăмăллă», – тет больницӑра нумай пулмасть сипленсе тухнă Факия Камалова.

Участокри больницӑра пӗтӗмӗшле практика врачӗ тата стоматолог йышӑнать. Чирлисем валли 14 койка палӑртнӑ, лаборатори тишкерӗвӗсем ирттереҫҫӗ.

Медицина учрежденийӗ Кивӗ Шемӗршел, Чӑваш Шемӗршел, Кӗçӗн Шемӗршел, Аслă Чăнлă, Кӗçӗн Чăнлă, Пăрăнтăк ялӗсенче пурӑнакан 2152 ҫынна пулăшу парать.

 

Справка

Кивӗ Шемӗршелӗнчи участок больницине тӗпрен юсассине сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш звенине модернизацилемелли программа тӑрӑх ирттернӗ. Асӑннӑ программа Тутарстанра 2021 ҫултанпа ӗҫлет. Ӑна ял тăрăхӗнчи халӑха пуçламăш медицинăпа санитари пулӑшӑвӗпе усӑ курма май пултăр тесе тата пахалӑхне тивӗҫтерме тӗллев лартнӑ. 2022 ҫултан пуҫласа программӑна «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне кӗртнӗ. Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш звенине модернизацилемелли программине пула пӗтӗм регионӗпех медицина учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ анлӑн пырать. Кӑҫал çавăнпа килӗшӳллӗн Тутарстанра 14 поликлиникӑпа 1 врач амбулаторине тӗпрен юсӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев