Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче асăну хăмине уçрӗç

Июлӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çак ялта çуралса ӳснӗ, Афганистанра пуç хунă Николай Пришельцевăн асăну хăмине уçрӗç.

Мероприятире районти ветерансен совечӗн представителӗсем, çар юхăмӗнче хутшăннă ентешсем, Н.Пришельцевăн тăванӗсемпе ял халăхӗ хутшăнчӗç.

Митингра ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков, Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, Афган вăрçин ветеранӗсен районти совечӗн ертӳçи Виктор Петухов, «Щит Отечества» обществăлла организацин вырăнти уйрăмӗн ертӳçи, Чечня вăрçин ветеранӗ Данил Ефимов, Афган вăрçин ветеранӗ Петр Мулеев, Пограничниксен совечӗн лидерӗ Альберт Сулейманов сăмах тухса каларӗç. Асăну хăмине Николай Пришельцев çуралса ӳснӗ çурт çине вырнаçтарчӗç.

Афганистанра пуç хунă салтакăн тăванӗсем çак акцие йӗркелесе ирттерекенсене тав турӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев