Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗнӗ пӳрт туса лартрăмăр

Владимир Ильин, Хулаçырми ялӗ.

Пирӗн Хулаçырми ялӗ ӗлӗкки вăхăтра тăватă пая пайланнă пулнă, урăхла каласан 4 колхоз  пулнă.  Чăваш касси, Майăн 1-мӗшӗ, Тӗп, Çӗнӗ Чакă. Эпир Чăваш кассинче пурăнатпăр.

Пирӗн Чăваш кассинче икӗ масар вырнаçнă: пӗри ялтан аякра, тепри вара, çӗнни, Аслă Аксуран килекен çул хӗрринче. Çын хăçан вилессе Турă кăна пӗлет пулӗ. Хӗлле çил-тăман, юр, кӗркунне вăйлă çумăр çунă вăхăтра ăçта кайса кӗмелле ха çакăн пек çанталăк вăхăтӗнче. Вилнӗ çынна вара, пытармаллах. Çак çӗнӗ масара карса илме ял çынни Петр Исли укçа-тенкӗпе тивӗçтернӗччӗ.

Пурнăç малалла шăвать. Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов сӗнӗвӗпе сулăм укçи пуçтарса, масарсене карса илсе, çулсем тума май пачӗ. Масар çинче ӗлӗкхи кивӗ пӳрт ларатчӗ. Çӗннине тума укçа-тенкӗ çук. Масар аяккинче тимӗртен тунă кивӗ оградăсене купаласа хунă. Вӗсене вара, вилнӗ çыннăн тăванӗсем çӗннисемпе улăштарнă. Çак тимӗр-тăмăра парса, укçипе çӗнӗ пӳрт туса лартма шухăш пырса кӗчӗ. Çак ӗçе тума предприниматель Александр Ислипе масар çине кайса план турăмăр. Тимӗр-тăмăра района тиесе кайса,  тимӗр-тăмăр пуçтаракана патăмăр. Юман юпасемпе Кӗçӗн Аксу ялӗнче пурăнакан Анатолий Иванов (амăшӗ Чăваш кассисем пулнă) тивӗçтерсе тăчӗ. Предприниматель Анатолий Леонтьев хăйӗн пилораминче юман юпасене çурса пачӗ. Чăваш кассинче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Чӗмпӗр хулинче пурăнакан А.Чечуков, Т.Иметова çак пӳрте тума укçа-тенкӗпе те пулăшрӗç.

Кивӗ çурта сӳтсе, çӗннине туса лартма 5 кун иртрӗ. Унта ӗçлекекенсем: В.Ильин, А.Исли, А.Петров, Н.Г.Васильев, Г.Натюнов, П.Ухливанов, А.Копьев, Н.А.Васильев,  А.Семенов, В.Никоноров, Н.Семенов, А.Варфоломеев, О.Изя, А.Савлюков, Г.Ухлюков, Н.Егоров, Д.Удютов, А.Сеслюков, А.Егоров пулчӗç. А.Ислин пӗчӗк ывăлӗ Коля та тăрăшса турпассем пуçтарчӗ.  Ӗçлекенсене апат-çимӗçпе тивӗçтерекенсем: Н.Ильдякова, Л.Утина, Г.Михайлова, М.Савлюкова, Н.А.Петрова, З.Еливанова, Н.А.Егорова, Л.Улендеева, С.Усмендеева,В.Ухливанова, Е.Большакова, Т.Угандеева, О.Леонтьева. Çак сăваплă ӗçе хутшăнакансене пурне те, пуç тайса, ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатăп.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев