Реклама
Хыпарсем
Çӗнӗ Кахăрлă урамӗн çыннисем çак кунсенче кăна çамрăклăхӗсене «таврăнчӗç»
Çуралса ӳснӗ тавралăх, тӑван ен ҫывӑх та хаклă
Аслă çулсене çитсе пынă май ачалӑх, ял час-часах аса килет, теҫҫӗ. Ӗмӗчӗпе ҫын пӗрмаях çав вăхăта таврӑнать, ял урамӗсем тӑрӑх иртет, урамри ҫынсемпе тӗл пулать...
Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗн ҫыннисем вара çакна ӗмӗтре кӑна мар, чăнлăхра пурӑнса курчӗç. Ҫак кунсенче кӑна ялти Культура çурчӗн заведующийӗ Мадина Замалтдинова йӗркеленипе «Урам байрамӗ» ятлă мероприяти пулса иртрӗ. Малтанласа социаллӑ сетьсенче «Пӗр урамăн çыннисем» ятлӑ ушкӑн йӗркеленӗччӗ. Çак ушкӑнра мӗн-мӗн тăвассине, камсем килессине хыпар пӗлтерсе тăчӗç. Уява килес текенсем нумайччӗ. Çӗнӗ Ишлӗ ял тăрăхӗн пуçлăхне Радик Мухаметзянова, урамăн аслă çулсенчи çыннисене, ТНВ Ульяновскри вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫине Рамис Сафина та курма пулчӗ пӗр урамрисен тӗлпулăвӗнче.
Пӗтӗмӗшле илсен, çӗнӗкахăрлăхсем уявсене илемлӗ ирттерме пӗлнипе палӑрса тăраççӗ. Ку ялта юрра-кӗвве пултаруллă, чун-чӗрисемпе творчество енне туртăнакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Районта пурӑнакансемшӗн паллӑ ҫын, хăй выляса, хӑйӗн юррисене пурнăçлакан Ирек Ахмадуллин, хӑйӗн поэзийӗпе тата прозипе палăрнă Азат Вахитов çак урамăн çыннисем иккен.
Вӗсем, паллах, хӑйсем ҫырнӑ юррисене те, сӑввисене те парнелерӗç-.
Уявăн пуҫламӑшӗнче вара, çут тӗнчерен уйрăлса кайнă пӗр урам çыннисене халалласа ясин кӗлӗ вуларӗç. Ачасене нумай ҫул пӗлӳ панă, аслă çулсене çитсен тӗн çул-йӗрӗпе вӗренӳсем илсе пыракан Амирзян Багаутдинов:
— Ҫак тӗлпулу ҫавӑн чухлӗ ҫынна пухасси ҫинчен кам шухӑшлама пултарнӑ-ха?! Хамăрăн урамра çавăн чухлӗ ҫын пур, тухнă тесе шутламан та эпӗ. Кунта вара... Мӗн чухлӗ çын, пӑхса илӗр-ха! Эх, вӗсенчен ҫурри ҫеҫ ялта юлнă пулсанччӗ те вӗт. Кӗрлесе тăнă пулӗччӗ çав вăхăтра пирӗн урам. Халӗ вара пушӑ юлнă, ишӗлсе пӗтнӗ, кивӗ ҫуртсем «илемлетеҫҫӗ» урама. Яла таврӑнса тӗпленекенсем те пур-ха. Акă хирӗç ҫурта ҫеҫ пирӗн урам çынни, нумай ҫул хушши аякра пурӑннă Наиль, çемйипе таврăнса тӗпленчӗ. Эпир ҫакӑншӑн савӑнтӑмӑр ӗнтӗ — тӗттӗм чӳречесенчен ҫутӑ курăнать халь, урам ҫутӑлса кайрӗ.
Амирзян пичче те урамри ҫынсем питӗ тӑрӑшуллă пулни ҫинчен калаçрӗ. Ялтан аякра пурӑнсан та, çапах та ашшӗ-амӑшӗн никӗсне манмаҫҫӗ, килеҫҫӗ, тирпейлесе тасатса хăваракансем те пур, тет ял ҫынни.
Ҫак кун вара пӗр урамăн ҫыннисем хӑйсен ачалӑх, ҫамрӑклӑх çулӗсене аса илчӗҫ. Вӗсем çӗрӗ ярса вылярӗç, баян кӗвви çумне хушăнса юрларӗç, ташларӗç. Урамра тулăх сӗтел хатӗрленӗччӗ. Вӗри апатран — Мадина ханум хатӗрлеттернӗ плов. Пӗр сӑмахпа каласан, сӑмаварта вӗренӗ чей ӗҫнӗ май, Çӗнӗ Кахăрлăн Красноармеецсен урамӗн çыннисем тул ҫутӑличченех калаçса ларчӗҫ.
Сария Камалова:
— Мана ачамсем: «Аннемӗр, пурӑн пирӗн патӑрта», — теҫҫӗ. Нивушлӗ эпӗ хам пурӑнакан урама пӑрахса хӑварӑп? Эпӗ 86 ҫулта ӗнтӗ. Манӑн пӗтӗм пурнӑҫăм ҫак урамра, кӳршӗсемпе туслă, килӗштерсе пурăнса, иртсе пырать. Юрать-ха эпӗ Çӗнӗ Кахăрлăра ҫуралса ӳснӗ, унтах кин пултăм, çакăнта ачасем ҫуралчӗҫ!
«Пӗр урамăн çыннисем» ушкӑн уяв хыҫҫӑн та пурнăçне малалла тăсать. Кашниех унта уяв ҫинчен пулнă кăмăл-шухăшӗсем çинчен пӗлтерет. Хăйсене çамрӑклӑха илсе таврăннăшăн, ҫакӑн пек самантсемпе пурӑнма май туса панăшăн Мадина Замалтдинована тав тунине пӗлтереççӗ.
Кӗске истори
Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗ
Википедирен информаци:
XVIII ӗмӗр — XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче халăх патшалӑх хресченӗсен (Лашмансен) йышне кӗрет, 1830-мӗш ҫулсенче Удельнӑй ведомствӑна куҫараççӗ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 10 суту-илӳпе промышленность организацийӗ, 3 мечӗт, 3 медресе, вулӑс правленийӗ пулать. Ял общинин ҫӗр лаптӑкӗ 2095 теҫеттин шутланнӑ.
1920 ҫулччен Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уездӗн Ҫӗнӗ Кахăрлă вулӑсне кӗрет. 1920 ҫултанпа ТАССР Пӑва кантонӗнче. 1930 ҫулхи августӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗпрел, 1963 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен уҫласа Пӑва, 1966 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗпрел районӗсенче. Хальхи вăхăтра Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн составӗнче.
1930 ҫулта «Комбайн» колхоз йӗркеленет (пӗрремӗш председателӗ — А. Шайдуллин), 1940 ҫулта унран Кутузов ячӗллӗ колхоз уйрӑлса тухать, 1949 ҫулта вӗсене ҫӗнӗрен пӗрлештереççӗ, 1959 ҫулта «Алга» колхоз(Ҫӗнӗ Ишле ялӗ) составне кӗрет.
1994 ҫултанпа «Заря» хресчен хуҫалӑхӗсен ассоциацийӗн, 2011 ҫултанпа «АК Барс Çӗпрел» обществӑн «Çӗнӗ Кахăрлă» филиалӗ пулса тӑрать. 2022 ҫултан пуçласа çӗрӗсене «Рассвет-Агро» общество акать. Çӗнӗ Кахăрлăра пурӑнакансем ытларах аш-какайпа сӗт-ҫу выльӑх-чӗрлӗхӗпе, уй-хир ӗҫӗпе интересленеççӗ.
1932 ҫулта ялта ӗçлекен ҫамрӑксен шкулӗ уҫӑлать, 1935 ҫулта — пуҫламӑш, 1951 ҫулта — çичӗ çул вӗренмелли, 1955 ҫулта-сакӑр ҫул вӗренмелли, 1977 ҫулта тулли пулман вӑтам шкул (ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ) пулса улшăнать.
Ялта Культура ҫурчӗ, библиотека, фельдшерпа акушер пункчӗ, мечӗт (1998 ҫултанпа) пур. 1981 ҫулта ялта Совет Союзӗн Геройӗ З. З. Алимовăн бюстне вырнаҫтараççӗ.
Паллӑ ҫынсем
З. З. Алимов (1921-1945) — Совет Союзӗн Геройӗ, лейтенант, Ленин, I тата II степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсен кавалерӗ;
А. М. Вахитов (1953 çулта çуралнă) — инженер-строитель, ТР тава тивӗҫлӗ строителӗ, ТР Журналистсен союзӗн членӗ;
Ф. А. Махмутов (1937-1998) — Чӑваш АССР тата РФ тава тивӗҫлӗ строителӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ;
Э. И. Сафина (1979 çулта çуралнă) — филолог, поэт, филологи наукисен кандидачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев