Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелсем Ҫӗнтерӳ кунне уявларӗç

Пуç хунă салтаксене, салтак амӑшӗсемпе тӑлӑх арӑмӗсене, ҫавӑн пекех вӑрҫӑ ачисене асӑнса чысларӗҫ

80 ҫул каялла чи хăрушă, хаяр, манăçми Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин юлашки залпӗсем янӑрарӗç. Вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тăвасси совет халӑхне хакла ларчӗ. Вӑл 27 миллион айӑпсӑр ҫын пурнӑҫне илсе кайрӗ.

Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Мухтав обелисокӗ умӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг пулчӗ. Митингра совет çарӗн салтакӗсемпе офицерӗсене, çав хăрушă çулсене тӳссе ирттернӗ салтак амӑшӗсемпе тӑлӑх арӑмӗсене, ҫавӑн пекех, вӑрҫӑ ачисене чысларӗҫ.

Митинга ертсе пыракансем — вӗрентекен Ирина Афиногентова тата 11 класра вӗренекен Николай Архипов уҫрӗҫ. Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков, район администрацийӗн представителӗ, ҫавӑн пекех, «Ачасен творчествин çурчӗн» муниципаллă бюджет учрежденийӗн директорӗ Олег Кузнецов пухӑннисене Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламларӗҫ.

«Щит Отечества» регионти обществăлла организацийӗн ертӳçи Даниил Ефимов, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков та митингра тухса калаҫрӗҫ.

Ӗмӗр çамрăк пулса юлнă, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуç хунисене, панхи куна çитиччен пурăнса çитеймен ветеранăмăрсене асӑнса, пухăннисем пӗр минут шăп тӑчӗҫ. Организацисен представителӗсемпе активистсем, ҫавӑн пекех, вилнисен тӑванӗсем вӑрҫӑра пуç хунă тата çар юхăмӗсенче вилнисене халалласа лартнă палӑк умне веноксем, чечексем хучӗҫ. 

Афганистанра, Чечня вăрçисенче хутшӑннисем, вӑтам шкулăн юнармеецӗсем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи кӗвӗ çеммипе уяв маршӗ иртсе, митинга илем хушрӗç.

Чаплӑ митингӑн иккӗмӗш пайӗнче куракансене, Çӗнӗ Йӗлмел ял клубӗн директорӗ Наталья Макарова ертсе пынипе, клуб ӗçченӗсемпе вӑтам шкулта вӗренекенсем литературӑпа музыка композицийӗ сӗнчӗç.

Ачасем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрăсене юрларӗç, патриотла темӑпа сӑвӑсем вуларӗҫ, ҫавӑн пекех, çав тапхăрти кӗвӗ çеммипе ташларӗҫ. Митинг йӑлана кӗнӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра пурнăçланипе тата асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннипе вӗҫленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев