«Ӗçлӗ тунтикун»
Район пуçлăхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе иртекен «Ӗҫлӗ тунтикун» канашлу ял халăхӗнчен килнӗ ыйтусене тишкернинчен пуçланчӗ.
Юлашки кунсенче юр-тăмансем нумай пулнипе ялсенче хăш-пӗр урамсене кӗме те пулман, çаплах, шыв ҫитмен енӗпе те ыйтусем пулнă.
Службӑсем, ҫанталӑк мӗнле пулнине пӑхмасӑр, пӗр чарăнмасăр ӗçлесе тăраççӗ. Апла пулин те, ӗçе тата та вăйлатмалла, ялти урамсене тасатса ӗлкӗрмелле, шыв сетӗнчи аварисене те хăвăрт хушăра юсама кирлине каларӗ Марат Гафаров.
Канашлура районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен палатин ертӳҫи Ильмас Абдриев, районти 114-мӗш пушар сӳнтерекен чаçăн ӗҫченӗ Ильвир Салахов тухса калаҫрӗç. Айрат Заляловăн хальхинче доклачӗ район шайӗнче коммерциллӗ пулман, бюджет организацийӗсем çӗнсе илнӗ грантсене анализласси пулчӗ. Ильмас Шигабутдинов массӑллӑ вакцинаци пуҫланни тата районти тӗп больницăра çак енӗпе илсе пыракан ӗçӗсем çинчен калаçрӗ. Ильмас Абдриев палатăн 2020 ҫулхи ӗҫ-хӗлне çутатса иртрӗ. Канашлу вӗҫӗнче Марат Гафаров ҫитӗнӳсем тунӑ ӗçченсене Хисеп грамотисем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев