Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗçлӗ пулăшу кăтартнăшăн хисеп те пулмалла

Евгений Иванцов хӑйӗн организацийӗ мӗнле ӗçсем пурнăçлани ҫинчен каласа парать

«Прогресс» унитарлӑ муниципаллă предприяти социаллӑ пурнӑҫпа культурăлла пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑтассине, районти халӑха ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерессине тата ытти ҫавнашкал пулӑшу ӗҫӗсене пурнăçлать. Предприяти йӗркеленнӗренпе нумай ҫул иртмен пулин те, вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе, ӗҫ пахалӑхӗшӗн яваплӑ пулма пӗлнипе те халӑх хушшинче хисеп çӗнсе илчӗ. Организаци малашнехи мӗнле плансемпе пурӑнать? Кун пирки эпир унӑн ертӳҫипе Евгений Иванцовпа калаҫрӑмӑр.

— Евгений Николаевич, май уйӑхӗ вӗҫленсе пырать пулин те, нумайӑшӗ ҫуртсенчи газ кӑмакисене сӳнтерме васкамасть. Социаллӑ пурнӑҫпа культура объекчӗсенче ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ?

— Эпир 32 шкулпа ача садне, 22 культура ҫуртне, 4 спорт объектне тата ҫавнашкал ытти 18 объекта ăшăпа тивӗҫтеретпӗр. Ӑшӑтмалли сезон кӗркунне кӑшт сивӗтнипе пуҫланать те апрель вӗҫленичченех тӑсӑлать.

Ача сачӗсене, ҫавӑн пекех сиплев учрежденийӗсене, «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приюта, вӗренӳ объекчӗсене талӑкри вӑтам температурӑпа + 10 градус тата ҫӳлерех пулсан кăна ӑшӑ пама пăрахатпăр. Кӑҫал май уйӑхӗ вӗҫленичченех çак зданисене ӑшӑлăх пачӗҫ.

— Пирӗн районта шыв пăрăхӗсене 70-мӗш ҫулсенчех Хушхăва ялӗнчен Çӗнӗ Ҫӗпрел, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗсем патнелле тӑсни паллă. Анчах та шыв пăрăхӗсене хывас енӗпе пысӑк ӗҫсем юлашки вунӑ ҫула тӳрӗ килчӗç.

Районти пур ялсене те темелле ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ. Ҫак шыв пăрăхӗсен шайне пăхса тăрассине, ҫавӑн пекех абонентсемпе килӗшӳ тăвассине те сирӗн организацие çирӗплетнӗччӗ. Халӗ ку ӗҫе йӗркеленӗ ӗнтӗ — шыв пăрăхӗсем йӗркеллӗ ӗçлеççӗ, ҫӗнӗ абонентсем хушăнса параҫҫӗ. Ҫапах та район ҫыннисем час-часах: «мӗншӗн кранра шыв юхмасть?» тесе ӳпкелешнине илтме тӳрӗ килет. Мӗншӗн апла?

— Районта тăснӑ шывпа тивӗҫтермелли сетьсен тӑршшӗ 454 ҫухрӑм (!). Эпир 11 водозабора, 3 скважинăна, 14 насус станцине пăхса тăратпăр. 2023 ҫулта авари бригадисем шыв пăрăхӗсен сечӗсенче аварисене пӗтерме 358 хут тухнӑ.

Хӗллехи тапхӑрта ӗҫлеме уйрӑмах йывӑр. Шыв пухăнакан башньӑсем шӑнса лараҫҫӗ, урамсене юртан тасатнӑ чухне тракторсем авари люкӗсен хупписене тӗрттерсе иртеççӗ тата ытти те. Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе ҫӗр чавма тытӑнаҫҫӗ, ҫак участокра ҫӗр айӗнчи шыв пăрăхӗсем, ытти коммуникацисем иртмеççӗ-ши тесе, ыйтса та пăхмаççӗ. Ытларах çавӑн пеккисен айӑпсене пула та шыв пăрăхӗсене сиен пулать.

Проблемӑна татса париччен пӗр ял, темиҫе урама шывсăр тăма пултарать. Ку ӳпкелешни мар. Эпир хамӑра хушнӑ ӗҫе тӑватпӑр. Шыв пахалӑхне тӗрӗслесе тăратпăр, кивӗ шыв пăрăхӗсене ҫӗннисемпе улӑштарма тӑрӑшатпӑр, халӑх ыйтӑвӗсем ҫине ӑнлануллӑн пӑхатпӑр. Халăх хăй усӑ куракан пулăшу ӗҫӗсем енӗпе тимлӗ пулчăрччӗ. Миллионшар тенке ӳкнӗ шыв пăрăхӗсене тат, люк хупписене ват-çӗмӗр, усă курнă шывшӑн ан тӳле — кун пек юрамасть вӗт ӗнтӗ...

— Шывпа усӑ курсан та, тӳлесшӗн пулманнисем те пур-и?

— Пур çав. Шыв пăрăхӗсен сечӗпе законсӑр çыхăнса, вăрлакансем те пур. Шывăн 1 м3 хакӗ те 42 тенкӗрен кăшт кăна ытларах! Çавна тӳлесшӗн пулманнисем те тупӑнаççӗ. 

Контролерсем, паллах, ӗҫлеҫҫӗ. Тӳлеменнисене те тупса палӑртатпӑр, штрафсем те хуратпӑр, суда та паратпӑр... 

2023 ҫулта сивӗ шывпа тивӗҫтернӗшӗн тата таса мар шывсене юхтарнăшăн вӑхӑтра тӳлеменшӗн Çӗпрелӗнчи хӑш-пӗр ҫынсен парӑмӗсем 152 пин тенкӗ те ҫитнӗччӗ. Вӗсенчен 106 пин тенкине суд приставӗсем шыраса илнӗ.

— Предприяти строительство ӗҫӗсене те, юсав ӗҫӗсене те пурнӑҫлать. Кӑҫал сирӗн плансем мӗнле?

— Кӑҫал Упи шкулӗн ӑшӑ паракан зданийӗн тӑррине тӗпрен юсама палăртнă. Аслă Аксу ялӗнче ăшă паракан трассӑна ҫӗнетӗҫ. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Культура çуртӗнчи тата Мучелей ялӗнчи шкул-ача садӗнчи котельнăйӗсенчи газ кӑмакисене çӗннипе улӑштарма планлатпӑр.

— Евгений Николаевич, вулакансене хăвăрпа та кăштах паллаштарса иртсемӗрччӗ...

— Эпӗ Хăймалу ялӗнче ҫуралнӑ, ялти шкултан вӗренсе тухнӑ. Унтан Ульяновск хулинчи Столыпин ячӗпе хисепленекен патшалӑхăн ял хуçалăх академийӗнче вӗрентӗм. 1997-1999 ҫулсенче Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫар службине иртрӗм. Ҫӗпӗрте 14 ҫул ӗҫлерӗм. 2014 ҫулта района таврӑнса тӗплентӗм, МУП «Прогресс» организацине, главный инженер пулса, ӗçе вырнаçрăм. Нумаях та вăхăт иртмерӗ организацийӗн ертӳҫи пулма палăртрӗç. Манӑн ҫемье пур. Мӑшӑрăмпа икӗ хӗр ҫитӗнтеретпӗр. Аслӑ хӗр Хусанти юридически институтра пӗлӳ илет, иккӗмӗшӗ 8-мӗш класра вӗренет.

— Эсир пушӑ вӑхӑтăра мӗнле ирттеретӗр?

— Манӑн пушӑ вӑхӑт ҫукпа пӗрех. Пулӑ тытма юрататӑп. Техникӑна кăмăллатăп, Тен, техникӑна юратнӑран, инженер профессине суйласа илтӗм те. Техника вӑл — манӑн хобби.

— Тавтапуҫ, калаҫӑвăршăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев