Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чи лайӑх хоккей команди

Çӗпрел — спорт

«Алтын Барс» пӑр керменӗнче районти хоккей чемпионачӗн финал вӑййисем иртрӗҫ.

Финал вӑййисене район администрацийӗнчен тата спорт шкулӗнчен, çутӗç пайӗнчен, Ҫӗпрел районӗнчи электросеть организацийӗсенчен пӗрлештернӗ тата уйрӑм предпринимательсен командисем хутшӑнчӗç. 

Пӗрремӗш вырӑна район администрацийӗпе спортшколӑн пӗрлештернӗ команди йышӑнчӗ те куҫса çӳрекен кубока тивӗçлӗ пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑна уйрӑм предпринимательсен команди, виҫҫӗмӗшне — вӑй структурисен ӗçченӗсен, çутӗç тата Ҫӗпрел районӗнчи электричество сечӗн ӗçченӗсенчен тăракан команда йышӑнчӗ.

Чемпионатӑн чи лайӑх вӑйçисем Виктор Явкин («чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ»), Даниф Шарафутдинов («чи лайӑх тапӑнакан»), Алмаз Низамов («чи лайӑх вратарь») пулса палăрчӗç.

Номинацири мӗнпур призерсемпе чи лайӑх вылякансене Хисеп грамотисем тата асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗç. Турнир судйисем те чемпионат ячӗпе асăнмалăх парнесем илчӗç. 

Турнир спонсорӗ хоккей енӗпе федерацин филиалӗн ертӳҫи, «Государев Амбар» обществӑн директорӗ Василь Салахов пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев