Чи лайăх структура уйрăмӗ
Тутарстан Республикинчи Раҫҫей ГУФССП суд приставӗсен Çӗпрел районӗнчи уйрăмне 2022 ҫулăн ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсемпе чи лайӑх структура уйрăмӗ тесе йышӑннӑ
Ҫак ăнăçусене мӗнле туни çинчен эпир организацин ертӳҫинчен Рамиль Калимуллинран ыйтса пӗлтӗмӗр.
– Рамиль Ильмирович, 2022 ҫулта сирӗн организаци урлӑ парăмлисенчен мӗн чухлӗ укçа-тенкӗ шыраса илнӗ тата ҫав тӳлевсен тӗсӗ мӗнле?
– Иртнӗ çул пурӗ 557 миллион тенкӗлӗх парӑма шыраса илнӗ, 12635 исполнительный производство енӗпе ӗç пурнăçланчӗ. Ҫулталӑк хушшинче 243 миллион тенкӗлӗх 8303 исполнительный производство ӗçне вӗҫленӗ. Вӗсенчен 22шӗ ӗҫ укҫи енӗпе парӑма шыраса илесси ҫинчен калакан исполнительный производствăсем пулса тӑраҫҫӗ. Уйрăмра 32 миллион тенкӗ чухлӗ налуксемпе пухăмсем пухасси ҫинчен 528 исполнительный производство та пурнăçланнă, пӗр çулталăкра 24 миллион тенкӗ тӳлеттернӗ.
– Паян та ашшӗ-амӑшӗн парӑмӗнчен, урӑхла каласан, алиментсене тӳлессинчен пӑрӑнакансем пур-и?
– Алиментсем тӗлӗшпе парӑма шыраса илесси ҫине уйрӑмах тимлӗх паратпăр. Ҫулталӑк хушшинче приставсем 1,6 миллион тенке яхӑн парăма шыраса илчӗç. Ачисем пулнă 26 ҫын хӑй ирӗкӗпе алимент тӳлет, 22шӗн тӳлевӗсене ӗç укçинчен тытса юлаççӗ. Районта алимент тӳлессинчен пӑрӑнакансем – 10 ҫын. Вӗсем ӑҫта пулни паллӑ мар, вӗсене шыраççӗ. РФ Административлӑ правăна пăсакансен кодексӗн 5.35.1 статйипе 12 парӑмçăна административлă яваплăха явӑҫтарнӑ. 10 ҫын тӗлӗшпе РФ УК 157 статйин 1 пайӗпе уголовнӑй ӗҫсем пуҫарнӑ.
Алимент тӗлӗшпе парӑма шыраса илес енӗпе исполнительный производствӑсен шайӗнче банк счечӗсем ҫинче пулнă укҫа-тенке тӗлӗшпе взыскани парассин çаврăнăшӗ ҫинчен 2243 постановлени; транспорт хатӗрӗсем тӗлӗшпе регистрацилеме чарни ҫинчен калакан 33 постановлени йышӑннӑ; 69 парăмлă çыннăн РФ тулашне тухмалли правине чикӗленӗ.
– Ытти парăмçăсем тӗлӗшпе мӗнле мерӑсем йышӑнаҫҫӗ?
– Парăмлисен тӗлӗшпе суд приставӗсем вăйри законсемпе палӑртнӑ мерăсен анлӑ комплексӗпе усӑ кураҫҫӗ:
– парӑма тӳлеттерес тӗлӗшпе пурлӑха арест хывни тата туртса илни;
– банк счечӗсене арестлени;
– ӗҫ укҫинчен укҫа тытса пыни;
– куҫман пурлăха регистрацилеме чарни;
– Раҫҫей Федерацийӗн чиккинчен тухмалли правӑна чикӗлени;
–транспорт хатӗрӗ-семпе çӳремелли ятарлӑ правăпа усӑ курассине чарни;
– административлӑ тата уголовлӑ яваплӑха явӑҫтарни.
– Парӑмҫӑ, мерӑсем йышӑннӑ пулин те, парӑма тӳлемесен, мӗн кӗтет ӑна?
– Парӑмҫӑ закон палӑртнӑ вӑхӑтра парӑма тӳлемест пулсан, ун тӗлӗшпе исполнительный сбор пуҫланать.
Исполнительный сбор – штраф санкцийӗ. Вӑл административлӑ штрафпа танлашать. Суд решенийӗсене е ытти полномочиллӗ органӑн решенийӗсем палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫланмасан, парăмçă ҫине витӗм кӳмелли мерӑсем пулнă май, ӗҫе исполнительный сбора шыраса илесси ҫинчен решени йышӑнаҫҫӗ. Законра ҫакна пурне те уҫҫӑн палӑртнӑ. Физически лийосем тӗлӗшпе ку сбор тӳлеттерме тивӗçлӗ укҫан 7 процентчӗпе танлашать, анчах пӗр пин тенкӗрен кая мар. Юридически лицосене – 7 процент, анчах минимум – 10 пин тенкӗ. Енчен тавлашу пурлăх пулман характерлӑ пулсан, юридически лицо тӗлӗшӗнчен пухмалли укҫан сумми 50 пин тенкӗ, физически лицо енӗпе 10 пин тенкӗ шутланать.
Ҫавӑнпа та эпир суд решенине е полномочиллӗ урӑх органӑн решенине палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлама сӗнетпӗр.
Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансене хӑйсен парăмӗсем ҫинчен Федерацин суд приставӗсен официаллӑ сайтне вырнаҫтарнӑ «Исполнительный производствӑсен даннӑйӗсен банкӗ» ятарлӑ сервис урлӑ пӗлме май пуррине аса илтеретпӗр.
Малалла тăсса
Ҫӗпрел районӗнчи приставсен ӗҫ-хӗлӗн кăтартăвӗсене Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх учрежденийӗсен тата обществăлла пулӑшу кăтартакан ӗҫченсен Пӗтӗм Раҫҫей профсоюзӗн Тутарстан Республикинчи организацийӗ палӑртса иртрӗ. Ольга Калашникова районти аслӑ суд приставне Рамиль Калимуллина Пӗтӗм Раҫҫей ӗçченӗсен профсоюзӗн Тав ҫырӑвне пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев