Чыслă ӗçӗсемшӗн – медаль
Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Николай Петрович Герасимов хӑйӗн пурнӑҫӗнче миҫе гектар ҫӗр сухаламан-ши тата миҫе çухрăм утман-ши...
Нумаях пулмасть Н.П.Герасимова республика аталанăвне пысăк пай кӗртнӗшӗн тата нумай çул чыслă ӗçленӗшӗн Тутарстан Республикин Президенчӗн указӗпе «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе чысларӗҫ.
Николай Петрович Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче, 1948 çулхи майӑн 5-мӗшӗнче, тӑватӑ ачаллӑ ҫемьере, виҫҫӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Ашшӗ – Петр Анисимович, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшăнать. Аманать, госпитальте сипленсе килне таврӑнать. Николай Петрович тӑватӑ ҫулта чухне, 1952 ҫулта, ашшӗ вилсе каять. Ачасем çапла вара, амăшӗн Вера Васильевнан ытамӗнче тăрса юлаççӗ. Тăрăшуллӑ амӑшӗ ачисемшӗн пурăнать, вӗсене кашнине ӗҫе вӗрентет.
Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Николай Петрович Ульяновск облаçӗнчи трактористсем хатӗрлекен курсра пӗлӳ илет. Ҫамрӑк специалист тӑван яла, колхоза таврӑнать. Çав ҫулсенче колхоза Равиль Низаметдинов ертсе пырать. Малтан Коля тете Александр Карсаков çумӗнче тракториста пулӑшакан пулса ӗçлет. Çав çулсенчен пуçласа мӗнле кăна маркăллă тракторсене çӳретме тӳрӗ килмест-ши ăна. Кустăрмаллă «Таганрожец» тракторпа, сӑмахран, вăл ҫулла-хӗлле выльӑхсемшӗн апат турттарсан, кӗркунне, тыр çи вăхăтӗнче комбайнпа усӑ курса, тырăсене вырса-çапать. «Çавăн пек вăхăтсем те пурччӗ çав», – тесе паян та кулкаласа аса илет опытлă механизатор. Районта яланах малти вырăнсенче, социализмла ӗҫ ӑмӑртӑвӗн ударникӗ пулать Николай Петрович.
– Çӗр сухаласси, акасси кăна мар, хамăр ӳстернӗ тырпула пухса çапасси уйрăмах савăнăç паратчӗ мана. Тăрăшрăмăр, пултăр тесе ӗçлерӗмӗр, – тет ӗç ветеранӗ.
Николай Петровича тăрăшуллă ӗçӗшӗн Чехословакие кайма туризм путёвки те параççӗ. Çав çулсенче совет ҫыннишӗн ют çӗршыва тухса каясси ӗмӗтре кӑна пулнӑ. Ăна вара унта кайса курма та тӳрӗ килет.
– Çав ҫулхине эпӗ «Колос» комбайнпа тыр çи вăхăтӗнче хутшăнтăм тата районӗпе пӗрремӗш вырăна йышăнтăм. Эпир путёвкӑпа Чехословакие Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пурăнакан механизатор Василий Дубановпа иксӗмӗр кайрăмăр. Виҫӗ эрне хушшинче пире унти хуласем тӑрӑх ҫӳретсе, паллă вырăнсене кăтартрӗç. Прага хули уйрăмах асра юлчӗ, – тет хисеплӗ ветеран.
1984 ҫултанпа Николай Петрович «Т-150К» тракторпа ҫӳреме пуҫлать. Ҫак тракторпа вӑл ака вӑхӑтӗнче уй-хире вӑрлӑх, удобрени турттарать. Тракторне хăйӗн аллисемпе кран ӗçне пурнăçламалăх туса хатӗрлет, вăрлăхсем тултарнă михӗсене, удобрение те хăй çав кран хатӗрӗпе трактор урапи çине илсе хурать, унтан пушатать. Ҫак тракторпа вӑл Сингелей енӗсенчен, Шăмăршă районӗнчен вӑрман та турттарать.
Мăшăрӗпе Нина Петровнӑпа вӗсем пилӗк ачана кун ҫути парнелеççӗ. Шӑпа янă сăнав пулать-и – пӗр ывăлӗ çарта чухне чирлесе ӳкет, сывалаймасăр çут тӗнчерен уйрăлса каять, иккӗмӗш ывӑлӗ те сасартăк вилет. Çапах та, Герасимовсем хăйсене алла илсе, мӗнле те пулсан, хуйха парăнмасăр, малалла пурăнма хăйсенче вăй тупаççӗ тесен те, çакăн пек сăнавсем пӗр йӗрсӗр иртмеççӗ – Нина Петровнăра усал шыçă чирӗ килсе тухать, вăл ăна ҫӗнтереймесӗр, вилет.
– Юрать-ха, хуйхăмăра манса тăма юратнӑ ӗҫӗм, юнашарах хӗрсемпе мӑнукӑмсем пулчӗç, – тет ветеран, ҫак хуйхăллӑ кунсене аса илсе. Николай Петровичӑн паянхи кун вара 9 мӑнукӗ тата 4 кӗçӗн мӑнукӗ пур.
Ял ҫыннисен кунӗ ирхине хӗвел тухиччен пуҫланать те хӗвел аничченех тӑсӑлать. Николай Петрович та ирпе ирех тӑрса, тивӗҫлӗ канура пулсан та, тракторне тивертсе, уй-хире васкать. Ан тив, анлă уй-хирсенче ӗçлесси, уншăн, нумай çулсене тăсăлтăр! Мӗн тесен те, Николай Петрович пек çынсем иртнӗ çулсем, сухаланă йăрансем те тухăçлă пулаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев