Тутарстанра тӑван чӗлхесене упрас тата аталантарас шайра Чӑваш кино кунӗсем иртрӗҫ.
Пӗрремӗш кинона кăтартасси Хусанта февралӗн 22-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта иртрӗ. Унта чӑваш халӑхӗн представителӗсем тӑван чӗлхепе «В красном море» кинокартинăна курма пухӑнчӗç.
Малалла мероприяти чӑваш халӑхӗн представителӗсем нумай пурăнакан районсемпе муниципалитетсене куҫрӗ.
Сӑмахран, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимошкино ялӗнчи Культура çуртӗнче февралӗн 24-мӗшӗнче «В красном море» тата «Хурăн шывӗ» кинолентăсене курма сӗнчӗç. Ҫав фильмсене февралӗн 24-мӗшӗнче Нурлатри «Грани» кинотеатрта тата февралӗн 25-мӗшӗнче Теччӗ хулинчи «Ҫӗнӗ ӗмӗр» кинотеатрта та кӑтартрӗç.
Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи «Магия кино» кинотеатрӗнче Чӑваш кино кунӗсене вӗçлесси савăнăçлă лару-тăрура иртрӗ.
Мероприятие Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ,Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин, «Чӑвашкино» студийӗн директорӗн çумӗ Олег Цыпленков, «Татаркино» представителӗ Эльмира Байрамова, Хусан хулинчи чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçи Константин Малышев, «Чӑвашкино» студин маркетинг тата культурăпа пӗлӳ парас ӗҫ-хӗлӗн пайӗн пуçлăхӗ Алексей Иванов тата ытти хӑнасем уҫрӗҫ.
Ҫӗпрел çыннисене «Туса лартăп шурă çурт» фильма курма май пулчӗ.
Нет комментариев