Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чун-чӗринче пулнă туйăмӗсем – ӳкерчӗксенче

Аслă Аксу ялӗнче пурӑнакан Иван Васильевич Петруковӑн пурнӑҫӗ тата пултарулӑхӗ хӑйне евӗрлӗ ӑслӑлӑхӗпе, вӗрентӳллӗ пулнипе палӑрса тӑрать

Иван Петруков 1931 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкренех тӑрӑшса вулама, уйрăмах ӳкерчӗксем тума юратнă. 1947 ҫулта, Аслă Аксу шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн пултарулӑхне аталантарас тесе Шупашкар хулине художество училищине çул тытать.

Паллах, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсем, пурăнмалли вырӑнӗ ҫук. Хваттерте тăма укҫи пулманнипе Иван Васильевич ӗмӗте пурнӑҫа кӗртеймесӗр каллех Аслă Аксăва таврӑнать. Унтан ҫар служби, вăл ăна Мускавра ирттерет.

Алҫырӑвӗ питӗ лайӑх пулнине асӑрхасан, ӑна ҫарта ҫырав ӗҫне илеççӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Вӑл Мускаврах юлать, унта тӑватӑ ҫул ӗҫлет, кайран хăй кăмăлланă художество училищине вӗренме кӗрет.

Анчах шӑпа каллех пурнӑҫа хӑй майлӑ ҫавӑрать. Ялта амăшӗ пӗччен юлать, ун патне таврӑнать. Кунта клуб заведующийӗ, Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнче рисовани тата черчени учителӗ пулса ӗҫлет, ял совет председателӗн ӗçне те пурнăçлать.

Ял хӗрӗпе Анастасийӑпа çемье çавăрса ярать, пилӗк ача пӑхса ӳстереççӗ. Петруковсем ачисене пурне те аслӑ пӗлӳ илме пулăшнă.

Иван Васильевич кирек мӗнле ӗçре пулсан та, вӑл ӗмӗрӗ тăршшӗпех хӑйӗн туйӑмӗсене ӳкерчӗксенче çутатса пыма тăрăшать.

Реклама

Пултарулӑхӗпе районти мероприятисене тӑтӑшах хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне чиркӳсем валли  турӑшсем тăвать. Нумаях пулмасть шкатулка тăвас ӗçе те пуçăннă.

Килти пур пӳлӗмсенче те унӑн вун-вун ӳкерчӗкӗ вырăн илнӗ. Вӗсенче ҫутҫанталӑк, вӑрҫӑ, уйрӑм ҫынсен-портретсен теми.

Иван Васильевич хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрре те сиенлӗ йӑласемпе усӑ курман. Шел, темиҫе ҫул каялла пӗр ывăлне, мăшăрне ҫухатнă, çак хуйхă ахаль иртмен, сывлăхӗ хавшанă. Ҫапах та вӑл хӑйӗн юратнӑ ӗҫне малалла туса тӑрса, çавсенче чун канӑҫлӑхне тупса пурăнать.

Ҫак кунсенче унăн савӑнӑҫлӑ пулӑм. Вӑл 90 ҫул тултарчӗ. Çак паллӑ датӑпа Иван Васильевича саламлама районти ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Храмов, шкулта вӗренекенсем,  хăйӗн ачисем те килнӗччӗ.

Районăн хисеплӗ çыннине чысласа Раҫҫей Президенчӗн саламлă çырăвне, район пуҫлӑхӗнчен парнесем пачӗç, чи ырӑ сунăмсем сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев