Чӗркӗмӗлсем пекех
Пӗрле 63 ҫул пурӑннине «Чӗркӗмӗл туйӗ» («Ртуть туйӗ») теҫҫӗ. Файруза аппа та, Загит пичче те шăпах çавăн пек – чӗркӗмӗлсем пек, пӗртте тӗк тăракансем мар.
Вӗсем пӗр ялта ҫуралнӑ, пӗр ҫӑлкуҫ шывне ӗҫсе ӳснӗ, пӗр еннелле кӗтӳ хӑваласа пурăннă пулин те, Загит пичче Файрузана 16 ҫула çитиччен те курман. Курнă та, ӑна юратса пӑрахнă.
– Анне, тетӗп, пылу пур-и, эпӗ авланатӑп-ҫке, тетӗп, киле таврӑнтăм та. Анне, ман ҫине тӗлӗнсе пӑхса тăрать, – тесе каласа парать Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурăнакан Загит пичче, çамрăклăхне аса илсе.
Ашшӗпе амăшӗ малтан аптраса ӳкеççӗ, майӗпен-майӗпен хӗр мӗнле йăх-несӗлтен пулнине ыйтма пуçлаççӗ. Вӑл ҫамрӑк пулнине пӗлсен, хăйсем те ывӑлӗнчен: «Килӗ-ши вӑл, хӗрне парӗç-ши», – тесе ыйтаççӗ.
Загит пичче, пурне те вӑхӑтра татса пама, тимӗре хӗрнӗ чух ҫапма хӑнӑхнӑскер, ку ыйтӑва та хӑйне майлӑ татса парать – ҫурҫӗр тӗлӗнче хӗре вӑрлать те, киле илсе килет. Анчах та хăй хӗртен ирӗк ыйтма, хуняшшӗпе хунямӑшӗпе пӗрле пурăнасси çинчен асăрхаттарса хума та ӗлкӗрет.
Нумай шыв юхать унтанпа, сахал мар улшӑну пулса иртет. Загит пиччепе Файруза аппан ҫамрӑклăхри туйӑмӗсем ҫеҫ улшӑнми юлаҫҫӗ – вӗсем, йӗппи хыççăн çиппи пек, яланах пӗрле пулаççӗ. Чӑнах та, пулас мăшăрне, «хуняшшӗ-хунямӑшӗпе пӗрле пурăнма тӳрӗ килет», тет пулин те, вӗсен çав кил-çуртран тухса кайма тӳрӗ килет. Ҫав-çавах укҫа-тенкӗ ҫитменни, пурнӑҫ йывăрлăхӗсем, вӗсене тӑван енрен уйӑраҫҫӗ. Загит пиччепе Файруза аппа юнашар облаҫа ӗҫе кайса вырнаҫаҫҫӗ. Ачисем, тӗп никӗсре, аслашшӗпе асламăшӗ патӗнче юлаҫҫӗ. Ҫапла вара, икӗ кил-çуртра, икӗ ялта иртет вӗсен пурнăçӗ.
30 ҫул иртсен, вӗсем каллех ашшӗ-амӑшӗн никӗсне таврӑнса тӗпленеççӗ. Виҫӗ ывӑлӗ, икӗ хӗрӗ те çавăнта ӳссе ҫитӗнеççӗ. Паян ӗнтӗ вӗсем хӑйсем те атте-анне, аслисен Джамалетдиновсен 11 мӑнукӗ, 6 мӑнукӗн ачи пур.
– Мӗн вӑл телей? – тесен вӗсем:
– Пирӗншӗн ачасем ырă-сывӑ пулни, – терӗç.
– Эпир ӗнтӗ 63 ҫул пӗрле пурӑнатпăр (Джамалетдиновсем Файрузе 18 ҫул тултарсан тата пӗрремӗш ачи ҫуралсан тин çырăнма пултарнă), тӗрлине куртӑмӑр. Чи йывӑрри – пӗр-пӗринчен уйрӑлни. Ҫавӑнпа та эпир пӗр-пӗрне юратакансем пӗр-пӗринчен ан уйрӑлччӑр, тетпӗр, – тет Загит пичче.
Малалла тăсса
Çак икӗ мăшăра Пӗтӗм тӗнчери çемье кунӗпе тата бриллиант туйӗсемпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова, хăйсен ялӗсен пуçлăхӗсем: Фаиль Фатхуллов, Гомар Халитов саламларӗҫ. Вӗсем юбилярсене мăшăрлă пурнăç, вӑрӑм ӗмӗр, сывлӑх, телейлӗ ватлӑх сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев