Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чрезвычайлă лару-тăру министерстви шыва кӗнӗ чухнехи хӑрушсӑрлӑх правилисене аса илтерет

Республикӑра шыва кӗме 115 вырӑн палӑртнӑ.

Январӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшӗсенче хӑрушсӑрлӑх правилисемпе нормисене пӑхӑннине тӗрӗслеме полици органӗсем, врачсем, ГИМС инспекторӗсем, ҫӑлакансем тата пушар сӳнтерекенсем тухаҫҫӗ. Чрезвычайлă лару-тăру министерстви ҫынсене, священниксене тата право хуралӗн органӗсене шыва кӗнӗ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен аса илтернӗ.
ТР муниципалитет пӗрлӗхӗсен Ӗҫ тӑвакан комитечӗсем Тутарстанри митрополи епархийӗсемпе пӗрле шыва кӗме 115 вырӑн уйӑрнӑ, вӗсенчен 77 вырӑн – уҫӑ шывсенче, вакăсенче, 38 вырӑн – 1,5 метр тарӑнӑшӗнчи çӑлкуҫсенче (купели).
Хӑрушсӑрлӑх правилисен йӗркине пӑхӑннине полици органӗсем, врачсем, ГИМС инспекторӗсем, ҫӑлакансем тата пушар сӳнтерекенсем асӑрхаса тӑрӗҫ.
Ҫавӑн пекех Кăшарни вăхăтӗнче шыва кӗнӗ чухне Роспотребнадзор сӗннӗ хӑрушсӑрлӑх правилисенчен тухса, дистанцие 1,5-2 метр пăхăнас пулать.
Раҫҫей МЧСӗн тӗп управленийӗ православи мероприятийӗсене хутшӑнакансем валли правилӑсемпе чарусен пуххине палăртрӗ.
Чараççӗ:
* ҫӑлӑнӑҫ службисем тата медицина ӗҫченӗсем тӗрӗслесе тӑман вырӑнсенче шыва кӗме;
• ашшӗ-амӑшӗсӗр е аслисемсӗр кăна ача-пӑчана шыва кӗме;
* ятарласа хатӗрлемен вырăнсенче;
• купельсене ҫӳп-ҫапăпа варалама;
* эрех-сӑрапа ӳсӗрӗлсе шыва кӗмелли вырăнсенче пулма;
• пӗрле чӗрчунсем илсе килме;
• суя тревога сигналӗ пама;
* шыва кӗмелли вакă патне транспортпа килме;
• пӑр ҫинче пӗр вӑхӑтра пӗр çӗрте 20 ҫын тӑма;
* пӗр вӑхӑтрах 3 ҫын вакка кӗме пултарать, анчах та ытларах мар.
Шыва кӗрес умӗнхи канашсем:
• вакăра шыва кӗрес умӗн ӳте ӑшӑтмалла, разминка тумалла е чупса ҫӳремелле;
• пӑр ҫине вӑраххӑн, темиҫе ҫӑмӑл ура тăхăнмаллипе тухмалла, ҫавӑн пекех пушмак, ҫӑм нуски е ятарлӑ резина тапочка пулмалла.;
* пуҫа йӗпетмесӗрех мӑй таран кăна шыва кӗме сӗнеççӗ;
• вакка кӗнӗ чухне хӑвӑра кирлӗ тарӑн вырӑна ҫитме тӑрӑшӑр, анчах та ишмелле  мар;
* вакăра сивӗ шывра 1 минутран ытла тăмалла мар;
• шыва кӗнӗ чухне ача-пӑчана пысӑк тимлӗх уйӑрмалла – хӑраса вӑл ишме пӗлнине манма пултарать;
Вакăран тухнă чухне пулӑшу кирлӗ.
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хӑвӑра тата ачана алшӑллипе типӗтмелле, типӗ тумтир тӑхӑнмалла;
• тухнӑ хыҫҫӑн малтанах хатӗрлесе хунӑ термосран вӗри чей ӗҫӗр.
Шăнса чирленӗ тата чирӗсем вӑраха кайнӑ ҫынсене вакăра шыва кӗме чараççӗ..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев