Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чӗрчунсене чиплаççӗ

Тутарстанра ял    хуçалăх комплексне цифрăллă тăвас тӗлӗшпе чӗрчунсен Пӗрлехи идентификацин системи старт илчӗ.   Ҫак системӑна пӗрремӗшӗсем пулса Арск тата Балтасси районӗсем   хушӑнчӗç.

Тутарстан Республикин  Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн çумӗ  Ленар Гарипов сăмахӗсенчен курăннă тăрăх, сăнав районсенче июнь уйӑхӗнче çамрăк пӑрусене биркăлас енӗпе ӗҫсем пурнăçланă.

– Хăйне евӗрлӗ бирка тата  qr-кодлă электронлă чипа чӗрчунсен хӑлхи ҫине хураççӗ тата пӗрлехи информаци системинче шута илеҫҫӗ. Унта выльӑх ҫуралнӑранпах  ирттерекен ветеринари мероприятийӗсем ҫинчен мӗнпур даннăйсем сыхланаççӗ, –  тесе ăнлантарать  РИВЦ генеральнăй директорӗ Нияз Халиуллин.

Даннăйсене пӗлессишӗн   телефона выльăхсен хăлхи çинчи  qr-кодлă  бирка патне çывхартни те çитет. Выльӑхсене Пӗрлехи идентификацие  кӗртесси ял хуҫалӑх предприятийӗсен ӗҫне ҫӑмӑллатма кӑна мар, продукцие сутнă чухне уҫӑмлӑ даннăй туса хума та май парать.

Ҫак ҫӗнӗлӗх мӗнпур ял хуҫалӑхри  чӗрчунсене çавăрса илӗ, хирти чӗрчунсем кăна çак ӗçрен пăрăнса юлӗç.

2021 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен  Раҫҫейре мӑйракаллӑ шултра выльӑха ятарлă идентификацие кӗртеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев