Чиртен тухӑҫлӑ меслет, вӑл – вакцина
Коронавирус инфекцийӗнчен кашни çын прививка тутарма пултарать тата вăл тӳлевсӗр
2020 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа, ҫӗршывра коронавируса хирӗҫ масштаблă вакцинаци пуҫланчӗ.
Ҫав вӑхӑтрах çынсенче прививка тутармалла-и, е çук-и, текен шикленӳ килсе тухать. «Хирӗçле шухăшлама, нимӗнпе те ҫирӗплетмен фактсемпе никӗсленнӗ шухăшсем хӗтӗртеҫҫӗ», – тесе шутлать Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗç тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Венера Салахутдинова.
Ыйтӑва тӗплӗн вӗренсе, «Çапла», е «Çук» тенине хăйшӗн уҫҫӑн палӑртса, вӑл Covid-19а хирӗç прививка тутарма шутланă. Çакăн ҫинчен вӑл пире те каласа пачӗ.
– Эпӗ яланах халăх хушшинче çӳрекен ҫын пулнӑ май, вакцинаци иртме кирлине тахçанах пӗлеттӗм. Ку енӗпе шухăшăм та çирӗп пулчӗ. Вăхăт тупса, кунне палăртма кăна кирлӗ пулчӗ. Час-часах тӗрлӗ вырӑнсене те кайма, аслă çулсенчисемпе хутшӑнма тӳрӗ килет. Ҫавӑнпа та эпӗ чирлесе кайиччен, унта кама-тăр чир лектериччен, тесе шутласа, прививка тутартăм, – тет Венера Марсовна. – Вакцинацийӗн пӗрремӗш этапӗ хыççăн эпӗ хама лайӑх туятăп, çаплах, темле ҫӑмӑллӑх пурри палӑрчӗ.
Венера Марсовнан сăмахӗсенчен курăннă тăрăх, прививка тутариччен, вӑл кирлӗ документсене тултарнă, врач-терапевт патӗнче тишкерӗннӗ. Халӗ ăна мартăн 9-мӗшӗнче вакцинацин иккӗмӗш этапӗ кӗтет.
– Эпӗ врачсене, ҫак вакцинацие шухăшласа тупакансене шанмалла тесе шутлатăп. Мӗншӗн тесен мӗнпур чирсенчен те тухӑҫлӑ меслет, вӑл – вакцина, – тесе палӑртса иртрӗ Венера Салахутдинова.
Цифрăсем
Эрне пуçламăшӗнче тата тăватă Çӗпрел çыннинче ковид чирӗ палăрнă.
Вăхăтлăха йӗркеленӗ госпитальте 21 çын сипленет.
Вакцина тутарас тесен, çырăнма телефон номерӗсем: 2-24-90, 2-25-91.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев