Черетри операци
Тутарстан Республикинче, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗнче те, октябрӗн 25-мӗшӗнчен «Ҫуран çӳрекен» операци пуҫланчӗ.
Кӑҫалхи çулăн 9 уйӑхӗнче çуран çӳрекенсем хутшăннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсенче 55 ҫын вилнӗ, çакă çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче пулнисен пӗтӗмӗшле шучӗн 23,5 процентне тӳрӗ килет, ҫав вăхăтрах пӗрремӗш ҫур ҫуллăхра 27 ҫуран çӳрекен вилнӗ пулсан, виҫӗ уйӑхра – 28 ҫын тата вӗсенчен пӗри пирӗн районта. Ҫуран ҫӳрекенсене çаптарса хăварасси чылай чухне тӗттӗм вӑхӑта тӳрӗ килет, нумай чухне çак тумтир çинче çутта тавăракан элементсем пулман çуран çӳрекенсем. Ҫавӑн пекех, урамра ҫуран ҫӳрекенсемшӗн палăртнӑ вырӑнсенче çул урлă каçнă чухне ҫуран ҫӳрекенсене çаптарса хăварасси те нумайланнă.
Ҫуран çӳрекенсем хутшăннипе çул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас тӗллевпе, кӑҫалхи çулăн октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 3-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче, ҫав шутра пирӗн районта та ведомствăсем хушшинче «Ҫуран çӳрекен» профилактика мероприятине ирттерӗç.
Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов:
– Операци вӑхӑтӗнче ҫуран ҫӳрекенсемшӗн палăртнă вырăнсенче çул урлă каçнă чухне правилăсене пӑснă водительсене пысӑк тимлӗх парăпӑр. Унсӑр пуҫне, тивӗçлӗ пулман вырăнта ҫул урлă каçакан ҫынсемпе профилактикăлла калаҫусем ирттеретпӗр, çул-йӗр правилисене пӑснă ҫуран ҫӳрекенсем те тимлӗхсӗр юлмӗç, ҫавӑн пекех ҫуран ҫӳренӗ чухне каялла тавăракан элементсем пуррине те тимлӗх паратпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев