Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чечек юратакан çыннăн кăмăлӗ уçă пулать

Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан  Елена Николаевна Рафикова – ялăн пахча ăстисенчен пӗри Йӗри-тавралăхри илемлӗх

 

Рафиковсен пахчин илемлӗхӗ кашнинех ăмсантарать. Çав пахчара вара мӗнле кӑна чечек ӳсмест-ши! Вӗсем чуна савăнăçпа, телейпе пуянлатаççĕ.

Хушшинче вара пӗр ҫумкурӑк та кураймăн. Кунта кашни чечеке уйрӑм пӗр фантазипе лартнӑ, вӗсен таврашне вак чулпа çавăрса илнӗ. Çавăнтах кӳлӗ те пур. Чечексене ӳстерес, вӗсене пӑхас ӗҫ Елена çинче пулсан, чечексен çумӗнче илемлӗх тăвас ӗçсем пурте Николай Ивановичăн аллипе пурнӑҫланаççӗ.

– Кашни ҫулах ҫӗнӗ чечексен сорчӗсене илсе, эпир хамӑр пахчана туллилентерсе тăратпăр. Ӗлкӗрнӗ чечексен вӑррисене пуҫтаратӑп, ҫуркунне рассадăсем туса ӳстеретӗп, унтан куçарса лартатӑп, – тет Елена Николаевна.

Кунти илемлӗх куҫа йăмăхтарать. Розӑсен кăна та темиҫе тӗсӗ пур. Вӗсем, йывăçланса ӳсеççӗ, пурте чечекре. Хостăсем, флоксăсем пахчана чун кӗртсе тата кăмăла çӗклентереççӗ. Пахчара нумай ҫул ӳсекенсем те, пӗр ҫулхисем те ӳсеҫҫӗ.

– Ӗлӗк-ӗлӗкренех чечексене юратрăм. Халӗ Николай та интересленме пуҫларӗ ӗнтӗ. Çӗннисене тăвас енӗпе вăл та ӗçлет. Кусемсӗр пуçне манӑн тата тепӗр интересленӳ пур – эмел курӑкӗсене пуҫтарса типӗтетӗп, вӗсенчен тутлӑ чей тăватпăр, тӗрлӗ чир-чӗртен пулӑшакан настойкӑсем те хатӗрлетӗп. Вăрмана кайсан, пӗтӗмлетсе каласан, ҫутҫанталӑк ытамне канма тухсан та, сиплӗ курӑксем илсе килме тӑрӑшатпӑр, – тет Елена Рафикова.

Рафиковсен пӳртӗнче те  кашни чӳрече сакки çинче, урайӗнче тӗрлӗ чечексем пур.

Реклама

Çырла тӗммисенчен те мӗнлисем кăна çук-ши Рафиковсен, иҫӗм ҫырли йывăççи те чечекре вӗсен, хӑмла ҫырлипе пахчари ҫӗр ҫырли те хӑйсен ҫимӗҫӗсемпе савӑнтарнă. Хӑяр, купӑста, пылак пӑрӑҫ, помидор та ӗлкӗрсе пырать.

– Ир ӗлкӗрекен купӑста сорчӗсене те, кӗркунне ӗлкӗрекеннисене те нумай лартатпӑр. Вӗсене хӗл валли те тӑварласа хуратпăр. Иртнӗ çулхи купӑстасем те халӗ кăна пахчаран илсе кӗнӗ пек упранаҫҫӗ, – тет Елена Николаевна.

Николай Ивановичӑн аллисем те ылтӑн. Пахчари теплицăна та вӑл хӑй аллипе шăратса çыпăçтарса тунă. Тӑван ялӗнче пыл хурчӗсем те усрать.

Рафиковсем хӑйсем ӳстернӗ тухăçпа тӑванӗсене, тусӗсене, ачисене хӑналама юратаççӗ. «Пахчари ӗҫсенчен чи кӑмӑлли – тухăçа пухса илнӗ вăхăт», – теççӗ вӗсем.

Еленӑн тепӗр ӗçӗ ҫинчен каласа хăварасшăн: вӑл тӗрлӗ пусма-тавар татăкӗсенчен куҫа илӗртекен минтер пичӗсем те, вырăн çине витмеллисем, урайне сарса хума тӗрлӗ ӳкерчӗклӗ кавирсем ҫӗлет.

Чечексем юратакан çыннăн кăмăлӗ те уçă, пурнăçӗ те илемлӗ пулать, теççӗ. Чăннипе те çапла вӗт – мӗншӗн тесен хăйсем илем тăвакансем вӗт вӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев