«Чайкӑра» иккӗмӗш смена пуҫланчӗ
Ачасен канăвӗ – 2022
«Чайка» ачасен сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерӗнче ҫуллахи пӗрремӗш смена вӗҫленчӗ. Çак сменӑна «Дети мира» тенӗччӗ, унта 87 ача канчӗ.
Çуллахи иккӗмӗш смена вара июнӗн 23-мӗшӗнче пуҫланса, июлӗн 13-мӗшӗччен тӑсӑлать.
«Чайка» директорӗ Анатолий Мердюков ачасем лагерьте кăмăлласах канни ҫинчен каласа парать. Вӗсемшӗн интереслӗ мероприятисем нумай ирттернӗ. Ачасем вӑйӑ шайӗнче пушара хирӗҫ хӑрушсӑрлӑха вӗреннӗ, «Единая Россия» партин районти уйрăмӗ йӗркеленӗ шахмат турнирӗнче хутшӑннӑ, ГТО нормисене пурнӑҫланӑ.
– Лагерьте ачасен пурнӑҫӗ питӗ интереслӗ. Смена вӗçленсен канакансем килӗсене кайнă чухне «татах та килетпӗр-ха», терӗҫ. Кашни сменан пуҫланни те, вӗçленни те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртет. Торжествăлла линейкӑна Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов килнӗччӗ, – терӗ Анатолий Мердюков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев