«Чайка» лагерьте ачасен 2-мӗш смени пуҫланчӗ
Ачасен çуллахи канăвӗ
Çӗпрелӗнчи «Чайка» канупа сывлăха çирӗплетекен ачасен лагерӗнче вара, пӗтӗмӗшле илсен, 200 ытла ача канӗ.
«Чайка» ачасен лагерӗнче 2 смена ӗҫлеме пуҫларӗ. Смена «Тӗнче тавра – çу каçипе» ятлă.
Ҫак кунсенче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ертӳçӗсем хутшăннипе 2-мӗш сменӑна савӑнӑҫлӑ лару-тăрура уҫрӗç.
Район пуҫлӑхӗ лагерьти ачасен кану условийӗсемпе тата программипе паллашрӗ.
Лагерьте, йӑлана кӗнӗ тăрăх, 60 яхӑн ача канать. Вӗсен канăвне творчество пултарулăхӗн ӗçӗ-хӗлӗ енӗпе йӗркеленӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, «Чайка» канупа сывлăха çирӗплетекен лагерьте 200 ытла ача канӗ. Ăна 4 сменăпа йӗркелӗç. Юлашки смена палаткăллă пулать, унта пӗтӗм республикӑран ачасем килӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев