«Чайка» лагерьте
Ачасен канăвӗ –2020
Анат Чакăри вӑрман уҫланкинче вырнаҫнӑ «Чайка» канупа сывлăха çирӗплетекен ачасен лагерӗ кăмăлтан пӗчӗк канаканӗсене йышӑнчӗ
Пандеми условисенче ачасен лагерӗсем Тутарстанра, çав шутран Çӗпрел районӗнче те, июлӗн 1-мӗшӗнчен кăна ӗҫлеме пуҫларӗç.
– «Чайка» лагерӗн ҫуллахи кампанийӗ вара августăн 19-мӗшӗччен тăсăлать. Кăçалхи çуллахи кану тапхӑрӗнче лагерьте икӗ сменăра 80 ача канӗ. Анчах шкул ҫумӗнчи лагерьсенче канма май пулмӗ, – тесе пӗлтерчӗ районти çутӗç уйрăмӗн начальникӗ Ильсур Халитов.
Кӑҫал кану та хӑйне евӗрлӗ. Ачасем нумай улшӑнусене хӑнӑхса, требованисене пурнăçлама тивӗçлӗ. Питех те лагерьсенче санитари требованийӗсене тата хӑрушсӑрлӑх проблемисене пурнăçлассине çирӗп пăхăнмалла. Анчах та йӗркелӳҫӗсем, ачасене кичем мар, тесе шантараҫҫӗ.
Мӗнле пулсан та, ашшӗ-амӑшӗсем ачасен канăвӗ усăллă ирттӗрччӗ теççӗ.
–Вирусран пӗтӗм çын хăрать ӗнтӗ, пирӗн те хӑрас туйӑм пур. Анчах ачасен кăмăлӗсене те хирӗҫле пулаймăн. Çулсерен хӗрӗмӗр лагере юратса каять, ҫӗнӗ туссем тупать. Килте лариччен, унта кăмăллăн кантăр тесе, кăçал та лагере ятăмăр, – тет Галия Ахмедова.
– Кăçалхи лару-тӑруран тухса, ашшӗ-амăшӗсем ачисене лагере ямалла-и, çук-и тесе пăшăрханнине ӑнланатпӑр. Анчах «Чайка» лагерьте çак енӗпе пăшăрханма вырăн çук. Воспитательсем, дежурнӑйсем кунӗн-ҫӗрӗн ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ. Санитари требованийӗсене ҫирӗп пурнăçлаҫҫӗ, медицина ӗҫченӗсем кашни кун ирхине тата каçпа ачасен ӳт температурине тишкерсе тăраççӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, лагерьте вăй хуракан кашни ӗҫчен ачасен ҫуллахи канӑвӗ интереслӗ пултӑр тесе пурне те ӗçлет, – тет лагерь директорӗн тивӗçне пурнăçлакан Ленар Акбаров.
Лагерьте пилӗк хут апатлантараççӗ. Менювăн чылай пайне пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, пӑтӑсем, ашлă апатсем тӳрӗ килеççӗ. Ачасемшӗн кану, вӑйӑсем, активлӑ тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине илсе пырассишӗн вăхăт уйăрнă, вӗсем пурте уҫӑ сывлăшра, урамра иртеҫҫӗ. Ашшӗ-амăшӗсемпе калаçăва телефон урлă илсе пыратпăр.
Кашни смена мӗнле те пулин тематикăпа иртет. Темăсенчен пурте ачасене Тăван çӗршыва, çутçанталăка юратма, хисеплеме, аталантарма вӗрентессине шута илет.
Справка
Ачасен çуллахи канăвӗ енӗпе ыйтӑвăрсем пулсан 8 (843) 75-2-26-74 телефон номерӗпе шăнкăравлама май пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев