Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чăваш юрри Америкăра, Италире, Казахстанра, Германире те янăрать

Чăвашсен упраннă пуянлăхӗ тата тӗлӗнтермӗшӗ вăл – чӗлхе, юрă, тӗрӗ

 

 

 

Тăван чӗлхе

 

 

Наталия Клементьева

Чăн чăваш çыннисем таçтан курăнаççӗ. Тӗнче хӗрне кайсассăн та, тăван чӗлхене манмаççӗ.

Марафон енӗпе спорт маçтăрӗ – Надежда Сандркина пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ эпир. «Подвиг Надежды» – ҫакӑн пек заголовоксемпе тухнă 2008 çулта Раҫҫейри тата ют ҫӗршыв хаҫачӗсенче ун çинчен статьясем. Ульяновск хулинче те Надежда Сандркина супермарафонра Швейцарири Базель хулинче ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтернӗ. Çак  чупу 12 сехет тӑсӑлнӑ, çав вӑхӑт хушшинче Сандркина 101 ҫухрӑм ытла чупса тухнӑ. Вăл вăхăтра чылайӑшӗ сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗн чӑтӑмлӑхӗнчен, чирлӗ амӑшне ҫӑлас тесе ҫӗнтерӳпе таврăннипе тӗлӗннӗ.

Паянхи кун Надежда Сандркина Америкăра пурăнать. Унта вăл пӗччен мар. Чăваш пики тăрăшнипе Америкăри чăвашсем уйрăм ассоциаци йӗркеленӗ.

Нумаях пулмасть тата Надежда пуçарса янипе ют çӗршывра пурăнакан чăвашсен юрри çуралнă. Сăввине хайлаканӗ пирӗн ентешӗмӗр, хальхи вăхăтра Ульяновск хулинче пурăнакан пултаруллă çыравçă Николай Ларионов-Йӗлмел.  Кӗввине Александр Павлов кӗвӗленӗ. Спонсорӗ – Надежда Сандркина.

Эпӗ те чăваш халăхӗн пурнăçӗпе интересленекенскер,  Надежда Сандркинапа телефон урлă çыхăнăва тухрăм.

Надежда Сандркина:

Пӗлтӗр Майами хулинче  чăвашсемпе тӗл пултăмăр. Ассоциаци йӗркелерӗмӗр. Çапла вара, эпӗ хамăн шухăша пӗлтерсе, аякра пурăнакан чăвашсен пирки, юрă хывмалла терӗм. Нумай шухăшласа тăмарăм, кун пирки сирӗн ентешӗре, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ Николай Николаевич Ларионова шăнкăравласа пӗлтертӗм. Çапла вара пӗтӗм тӗнчипе янăракан чăваш юрри çуралчӗ те.

«Эпир пулнă! Пур пулатпăр! Хӗрӳллӗ салам пӗтӗм чăваш халăхне»,  – терӗ юлашкинчен Надежда Сандркина.

 

Ют ҫӗршывра пурӑнакан чӑвашсен юрри

 

Атлантикӑн вӗҫӗ -хӗрри те ҫук,

Хумӗсемпе чӳхет сар ҫырана.

Тӑвансене савса тӗл пулнӑ чух

Чӑваш кӗвви чунра, ай, шӑранать.

 

Хушса юрламалли:

Пире пӗрлештерет чӗлхемӗр,

Чӑваш юрри янрать чунра.

Анне чӗлхи -- чӗре хӗлхемӗ,

Хакли ҫук пирӗншӗн унран.

 

Инҫе Раҫҫейӗмӗр -- хӗвел ҫути,

Атте-аннемӗр пирӗн чӗрере.

Тӑван ҫӗршывӑн тунсӑхлӑ тути

Хавал парса тӑрать куллен пире.

 

Ҫунатлӑ шанчӑк кӑмӑла уҫать,

Эпир чунпа тӑвансемпе пӗрле.

 Халь пирӗн юрӑ та инҫе куҫать,

Чӑваш тӗнчин ҫӗршывӗнче кӗрлет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев