Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чăваш чӗлхи аталанса пытăр, ан çухалтăр

Кашни халӑхăн хӑйне евӗрлӗ культура, истори, йӑла-йӗрке, пурнӑҫ йӗрки. Тата, паллах, чӗлхе. Ӑна упрасси – питӗ кирлӗ ӗç

Спорт

Галина  Кудряшова

Тутарстан Республики – Раҫҫей Федерацийӗн малта пыракан регионӗсенчен пӗри, унта 100 ытла халӑх тата наци ҫынни пурӑнать. Кунта Атӑл тăрăхӗнче –нумай наци халӑхӗн йӑли-йӗркин хӑйне евӗрлӗ культури тата никӗсӗ йӗркеленнӗ. Регионта нацисем хушшинчи пӗрлӗх тата килӗшӳ ҫирӗпленнӗ. Ҫакӑ Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен пӗрлӗхӗпе тӗрӗслӗх принципӗсем ҫинче никӗсленсе тӑракан наци политикипе ҫыхӑннӑ.

Тутарстан Республикинчи нумай нациллӗ халӑхсен пӗрлӗхӗн ыйтӑвӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе, Рустам Минниханов 2021 ҫула Тӑван чӗлхесемпе халӑх пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗ.

Эпӗ Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи «Чăваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача сачӗ» учрежденийӗн директорӗ пулса ӗҫлетӗп. Кунта чӑвашсем ӗçлесе пурӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен халӑхӗн чӗлхине те, культурине те сыхласа хӑварнă.

Кашни халӑхăн хӑйне евӗрлӗ культура, истори, йӑла-йӗрке, пурнӑҫ йӗрки. Тата, паллах, чӗлхе. Ӑна упрасси –питӗ кирлӗ ӗҫ. Чӗлхен тӗрлӗлӗхӗсене упраса хӑварасси питӗ кирлӗ. Чӗлхесем пӗтӗм этемлӗх историйӗн хӑйне евӗрлӗ калаçăвӗсем.

Чӑваш халӑхӗн чӗлхине тата культурине упраса хӑварас тӗлӗшпе тӗллевлӗ ӗҫе йӗркелессине ачасемпе шкул çулне çитиччен пуҫламалла, çакă вӗсене социаллӑ опыт пухма, вӗсен социаллӑ пахалӑхӗсене аталантарма пулăшать. Çакăншăн пирӗн мӗнпур услови пур: пӗрремӗшӗнчен, пуҫламӑш шкул-ача сачӗ пӗрлештернӗ организаци вӗренӳ картлашкисем хушшинче ăруран-ăрусене куçарса пыма пысӑк майсем парать.

Ачасене халӑх культурин ҫӑлкуҫӗсене явӑҫтарас енӗпе ӗçре вăйă тӗп элемент пулса тăрать. Ача вӑййисем тӑрӑх шкулчченхи ачасем хӑйсен халӑхӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлме пултараççӗ. Пирӗн мӑн асаттесен мӗн тунине, мӗнле пурнăç йӗрки илсе пынине вăйăсен ячӗсем хăйсемех каласа параҫҫӗ.

Тепӗр элемент вӑл –  ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси.

Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ уявсем ирттермелле, сӑмахран, «Сурхури» («Коляда»), «Ҫӑварни» («Масленица»), «Акатуй».

Эпӗ, шкулта вун ҫул ытла директор пулса ӗҫленӗ май, тӑван чӗлхесене вӗрентес ӗҫ енӗпе тӗрлӗ çулсенче тӗрлӗрен требованисем лартнине, планки ҫулран ҫул ӳссе пынине ӑнланса илтӗм. Ачана тӑван халӑх культурине, хӑйӗн ҫемйин, этносӑн, йӑли-йӗркине пӗлекен, хисеплекен тата малалла аталанакан ача пулса çитӗнтерессишӗн ăс-хакăлпа нравственность енчен вӗрентсе ӳстересси –  çакă шкул умӗнче яланхи ыйту пулса тӑрать.

Вӗренӳре, уроксем хыççăнхи тата шкул тулашӗнчи ӗçсенче пухнă опыт  пире этнокультура компонентне кӗртсе пӗлӳпе вӗрентӳ тытӑмне туса хатӗрлеме май пачӗ.

Реклама

Чӑваш чӗлхи – тӗрӗ чӗлхи. Чӑваш тӗррин орнаментацийӗ сӗм авалхи тымарсемпе пырса çыхăннă тата ҫынсем ҫутҫанталӑка, космоса хавхалантарса хӑйсен тумтирӗ ҫине хӗвел, ту, ҫӗр, шыв, вут-ҫулӑм, пурнӑҫ йывӑҫӗн, телей, вӑй-хал, тухӑҫлӑхӑн символлă ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарасси паянхи кунчченех упранать.Тум-тир çинчи эрӗшсем тулăх пурнăçа сыхлаççӗ тесе шаннă. Чӑваш орнаменчӗ вӑрттӑнлӑх пулса юлать. Çавăн пек эрешсемпе фигурӑсем те пур, вӗсене вуласа пӗлме пулать. Вӗсен хушшинче  пӗр самантрах тавҫӑрса илме ҫӑмӑлах пулман тӗрӗсем те пур . Пуринчен ытла ку тӗрӗсем-рунăсем, тӗрӗсем-вӑрттӑнлӑхсем. Эпир ачасене ҫак вӑрттӑнлӑхсене ӑнланма, уçса пама пулӑшатпӑр. 2009 ҫултан пуҫласа чӑваш тӗррине вӗренме пуҫларӑмӑр, малтан ӳкеретпӗр, унтан пукане валли тумсене тӗрлӗ ҫипсемпе тӗрлеме тата вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлес енӗпе авалхи технологисемпе усӑ курма пуҫларӑмӑр. Пуҫа тăхăнмалли хатӗр  – тухья та тума ачасем вӗренсе ҫитрӗҫ. 2018 ҫулта наци костюмӗсене тăхăнтартнă пуканесем «Раҫҫей Сувенирӗсем» декоративлӑ-прикладной изделийӗсен курав-ярмăрккин республика конкурсӗнче хутшăнса, «Чи лайӑх курав экспозицийӗ» номинацире 3 степеньлӗ лауреат дипломне илчӗç. Ҫакӑн пек конкурссем таланта курма, палăртма май параҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра ачасене пултарулӑхне аталантарма мӗнпур май йӗркеленӗ тата конкурссене хутшӑнса ачасем хӑйсене кӑтартма пултарни питӗ лайӑх.

Чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине вӗренес ӗҫре музейсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Шкулта музей кӗтесне йӗркелерӗмӗр. Музей урокӗсене ирттерес тата экспонатсене пухас ӗҫе вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне явӑҫтаратпӑр.

2019 ҫулта ачасем Тутарстан Республикинчи «Музей пасарӗ – 2019» наци музейӗн ярмӑрккинче хутшӑнчӗҫ.

Чӑваш халӑх юрри-кӗвви –культура традицийӗнчи тӗп ăс-тăн хаклăхӗсенчен пӗри. Ачасем уроксенче юрă-кӗвӗ йӑла-йӗркере ахаль вӑйӑ-кулӑ кăна пулманнине пӗлеҫҫӗ. Паллӑ хӑна юрринче: «Юри килтӗм эп юрлама: кайран та килӗп-ха калаçма», тесе юрланă,   «Хушрӗç пире ватăсем юрлама – пирӗн айван ӗçсене сăнама» юрӑра ӑс-тӑна тӗрӗслесе пӑхнă, ӑс-тӑн ҫитӗнсе ҫитнине сӑнанӑ.

Çулсерен «Троица юрри-кӗввисем» православи тӗнӗн юррисен  фестивалӗнче хутшӑнатпӑр. Кашни ҫулах çак чаплӑ фестивалӗн лауреачӗсем пулса пыратпӑр.

Педагогсемпе вӗренекенсем Тутарстан тата Чӑваш Республикин вӗренӳпе наука Министерстви ирттерекен мӗнпур тӑван чӗлхепе иртекен мероприятисенче хастар хутшӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳçӗсемпе призерсем пулса тӑраҫҫӗ:

«Тете» хаçат редакцийӗпе тачă çыхăнура тăратпăр. «Тетте», «Самант» журналсене, «Тантăш» тата «Сувар» хаҫатсене альтернативлӑ çырăнтару йӗркеленӗ. Паянхи кун пирӗн шкул ачисене чӑвашла ҫӗнӗ тапхӑр кӑларӑмӗсене кашни уйӑхрах вулама май пур.

Пирӗн вӗренекенсем Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнче вӗренӗве малалла тăсаççӗ. Эпир шкултан вӗренсе тухакансен ҫитӗнӗвӗсене яланах тимлӗн сӑнаса тăратпăр. Малалла та хӑйсен халӑхӗн культурипе, хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхипе интересленни питӗ кӑмӑллӑ. Вӗсем конкурссене те, олимпиадӑсене те хутшӑнаҫҫӗ. Эпир хамӑр вӗренекенсемпе тата вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр!

Çеҫпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул ҫул ҫитнине халалласа 2019 ҫулта ҫамрӑк поэтсен «Çӗнӗ хум» пултарулӑх конкурсӗнче пирӗн шкул ачисем ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ. 2020 ҫулта И.Я.Яковлевӑн 170 ҫулхи юбилейне халалланӑ регионти наукăпа практика конференцийӗнче пирӗн вӗренекен «Автор сӑвви» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. 2020 ҫулта Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Чӑвашла сӑвă» номинацире каллех пирӗн вӗренсе тухакансем ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ.

Тутарстан Республикин Пезидентне Рустам Минниханова тата район пуҫлӑхне Марат Гафарова пирӗн тӑван чӗлхене туллин вӗренме тата чӑваш халӑхне ыттисемпе тан аталантарма май пулнӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗсем калас килет.

Эпир чӑваш чӗлхи аталанса, чечекленсе пырасса шанатпӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев