Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Часрах хӗвел тухтăрччӗ ӗнтӗ, тесе пурăнатпăр»

Ҫӗпрел районӗнчи «Цильна» хуҫалӑх ертӳҫи Барис Гафуров ял çыннин ӗҫ кунӗн вăрăмăшне вара ҫапла сӑнарлӑ туса каласа хучӗ.

Вӗсенче «çав-çав сехетре ыйхăран вăранăп» текен сӑмах ҫук. Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, ял ҫынни ура ҫинче ӗнтӗ вăл, çӗнӗ куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе илет. «Хăнăхнă йӑла ку, çаплах, канма кайнӑ пулсан та, хӑвӑртрах тул çутăлтăрччӗ, тесе выртатăп», – тет вӑл кулкаласа.

«Цильна» ялне, тутарла каласан, Кӗҫӗн Чăнлăна ура ярса пусмасан та, ял ятне илтсен, унта питӗ хастар ертӳҫӗ пуррине пӗлеттӗм. Эпир вӗт – «Чăнлă шывӗ сарăлса юхать, çурхи ейӳ çитсен...» – тесе юрласа ӳснӗ ăру. Тата ячӗ юрăсене куçнă ял начар пулма пултараймасть, текен шухăш хăйӗнчен-хăй чун-чӗрене кӗрсе вырнаçнăччӗ.

Чун-чӗрем улталанман иккен, улăх-çаранӗсем ӗне кӗтӗвӗпе тулнă çакăн пек ялсене  курма пулмасть халӗ. Кӗçӗн Чăнлăра, çаплах, ял варринче ӗнепе пӑру палăкӗ вырнаçтарнă.

Барис Гафуров пӗтӗм тӗнче пăлханнă вăхăтсенче, хӑй калашле, «социализмран тухса пӗтеймен, капитализм патне ҫитеймен вăхăтра» хуҫалӑх ертӳçи пулса тăнă.

– Эпир халӗ хăш тӗлте?

– Эпир элле таçта çити каяйман та пек. Харпӑрлӑх форми улшӑнсан та, система çӗмӗрӗлмерӗ. Ӗлӗк те хуҫалӑх рентабельлӗ пултăр,  хӑйне-хăй тӳрре кăлартăр,  тесе ӗҫлерӗмӗр, паянхи тӗллевӗмӗрсем те ҫаплах, – тесе ман çине сăнавлă пăхрӗ хуҫа çын. Эпӗ колхозсене пӗтересси ҫинчен сăмаха хускатăп тесе шухӑшланӑ пулӗ.   Хускатрăм, паллах. Хускатмăттăм та, ертӳҫӗ хӑй икӗ сӑмахран пӗринче «колхоз» тесе калаçать.

ООО «Цильна» ятлӑ пулин те, вăл ертсе пыракан хуçалăх – халăх ăна халӗ те «колхоз» тет. Пӗр шухăшласан, пӗрле ӗçленинче мӗн айӑпӗ пур?

«Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче эпир коммунизмра та пурӑнса илнӗ иккен», – тет Барис Аппаувич. Мӗншӗн тесен техника, топлива тӗлӗшпе çитменлӗхсем пулман. Кредит панă, юлашкинчен ăна та списать тунă. Кӗскен каласан, мӗнпур условисем пур, ӗҫле те ӗçле кăна. Апла пулсан, мӗншӗн  колхозсене пӗтертӗмӗр эпир? Хуҫа ку ыйту ҫине хурав памарӗ, кама-тăр айăпласа,  хăй ӑслӑ пулса  курӑнасшӑн пулмарӗ. Тепӗр тесен, колхозсен тапхăрне те кăштах хускатса илчӗ. Уй-хир отраслӗнче разнарядкăпа ӗçленинчен кӑмӑлсӑрччӗ вăл. Парти ертӳçисем çак  шая ҫитрӗç, райком хăш уй-хире мӗнле культурăна мӗн чухлӗ акмалли çинчен кăтарту паратчӗ. Çакă ӗнтӗ –  ҫӗр ҫыннине ҫӗртен уйӑрни текен сăмах. 30 ҫул каялла ертӳçӗсен çăварӗнчен: «Çӗре чӑн хуҫа кирлӗ» пек  сӑмахсем тухма пуҫлани çакăнпа çыхăннă-тăр. Колхоз ертӳҫисем вӗт пурӗ те парти директорӗсем хушнипе кăна ӗҫлерӗç. Колхозсене район представителӗсем ертсе пынă. Район представителӗн ял хуҫалӑхӗ енӗпе пӗлӗвӗ пысӑках пулнă тесе шутламастӑп. Çак енӗпе Кама леш енчи колхозсенчен пӗринче илтнӗ шӳт аса килчӗ-ха. Хуҫалӑха район представителӗ килет те: «Атя, уй-хирсене çаврăнса килер-ха», – тет. Председатель, калаçа-калаçа, хирсем тӑрӑх кăтартса ҫӳрет. Çав вăхăтра представитель çумкурăк пусса илнӗ пӗр ана патне чарӑнса тӑма хушать: «Кунта мӗскер акрăр?», – тет.

– Ыраш.

– Ăçта кунта унăн ырашӗ?

– Ку - Мичуринский сорт, каярах шăтать. Унăн тухăçӗ пысăк пулать.

Представитель:

–О-о, молодцы, таврӑнсан, первăя пӗлтеретӗп», – тет.

Шӳт вӗт вӑл ахальтен килсе тухмасть, апла пулсан, пулнă ун пеккисем. Çакă интереслӗ: Барис Гафуров та ял хуҫалӑх специалисчӗ мар, пӗлӗвӗ енӗпе вӗрентекен вăл. Районти шкулсенче вӗрентнӗ, директор пулса та ӗҫленӗ. Унтан пӗр колхозра парти организацийӗн секретарӗ туса  хураççӗ, каярахпа районти парти комитетне илеççӗ. Парти вара ӑна Кӗçӗн Чăнлă партком ертӳçи туса ярать, тӑватӑ ҫултан ҫав ялта председатель пулма сӗнет.

Колхоз ертӳҫи вырӑнне ларсан та пӗрремӗш шухăшӗ ҫакӑн пек пулать: яла аркатас марришӗн, çынна ӗҫлӗ, укҫаллă тӑвассишӗн эпӗ мӗн тума пултарӑп-ха? Яла ура ҫине тăратмасан, ҫынсен куҫӗ умне мӗнле курӑнӑп?

Сăмаха ваклама юратман çынран çакăн пек «илемлӗ» сăмахсем кӗтменччӗ, анчах сăмахӗсем чунтан тухаканнисемччӗ ертӳçӗн. Чи малтанах вӑл яла икке уйрăлса юхнă Чăнлă çырми урлă кӗпер тутарать, çулсене тикӗслеттерет, артезиан пусси чавтарса, пӳртсене шыв кӗртме майсем туса парать, хуҫалӑх шучӗпе районта чи малтан газ кӗртет, мечӗт тутарать. Анчах  мечӗт тума пуҫласан, хӑш-пӗр ҫынсенчен начар сӑмахсем те илтет. Партийӗн авторитечӗ чака пуçланă вӑхӑт ку, анчах вӑйӗ кăштах пур-ха.

Яла обкомран представитель килет тата тăвакан мечӗте курса, колхоз председательне тустарма тытӑнать. Сăмах пысăка кайса, обком представителӗ райкомӑн пӗрремӗш секретарӗ патне те кӗрет тата «Цильна» председательне ӗçӗнчен хăтарма хушать. «Первый» юрать-юрать тесе тăрать, анчах ертӳçе хăй вырăнӗнче хăварать. Ҫак пулăмсене каласан, хуçа: «Паянхи лайăх пурнӑҫ патне килсе ҫитрӗмӗр пулсан, мана Турӑ та пулӑшнă пулӗ», – тет.

Тутарстанӑн 100 ҫулхи историйӗнче Барис Гафуровăн хӑйӗн вырӑнӗ пур. Хуҫалӑха ертсе пыма пуçланăранпа 31 ҫул çитнӗ. Ҫак виçӗ теçетке ҫул хушшинче ял мӗн кăна курмарӗ, мӗн чухлӗ хуҫалӑхсем саланса кайрӗç, Аслă Чăнлă ялӗ вара кунран-кун аталанса кăна пырать. Турӑ пулӑшнӑ пулӗ тесен те, енчен хăй тата халăх çине таянман пулсан, ертӳçӗ саманари йывăрлăхсене çӗнтерсе тухайман пулӗччӗ. «Ҫынсем ӳпкелешсе ларнă вăхăтра, эпир йывӑрлăхран тухма çул шырарăмăр», – тесе,  хăй те пӗрмаях калакалать вăл.

Ялта капла та пӗчӗк ӗҫ укҫи пӗтӗмпех пӗтнӗ ҫулсене те аса илчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче патшалӑх хуçалăхсене укҫа вырӑнне «хаклӑ хут», урӑхла каласан вексельсем пама пуҫланăччӗ. Çакна укçана çавăрма банка кайсан, капла та йӳнӗ вексель хакӗн хӗрӗх процентне банк тытса юлатчӗ», – тесе каласа парать ертӳçӗ. Мӗнле укҫа тупăштарнă, мӗнле пурӑнма пултарайнă, апла кăна та мар – каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, малалла утнӑ вӗсем – аптрамалла. Барис Аппаувичăн вара хуравӗ пур: «Ӗҫлемелле». Эпӗ унран ӗҫ меслечӗсем ҫинчен ыйтса та тӑмарӑм. Вӑл пурпӗрех тӗплӗн ӑнлантарса паман пулӗччӗ. Çапах та чи йывӑр вӑхӑтсенче Тутарстанра ҫӗрпе ӗҫлекен чăн профессионалсен ӑрӑвӗ пулса кайни çинчен каласа хуни интереслӗ туйăнчӗ. Паян ял хуҫалӑхӗнче ӗçлекен ертӳçӗсене самана хӑй суйларӗ,  хăй ҫирӗплетрӗ. Камăн -тăр пулăшăвӗпе килсе, «камăн-тăр камӗ» паян ҫӗр ҫинче ӗҫлеме пултараймасть. Вăрттăнлăх мар, саманинче ҫулсерен ертӳçи улшӑнакан колхозсем те пурччӗ. Ял халăхӗ вӗсем ҫинчен: «Колхоза çаратаççӗ те тухса каяççӗ», – тесе калаçатчӗ. Хӑш-пӗрисем астăваççӗ пулӗ, пӗр вăхăт ял çеммипе «...Колхоз – тинӗс, эпир – карап,  тăмпăрттаттаратпăр кăна», – тесе юрласа та çӳреме пуçланăччӗ.

Паян лару-тӑру урӑхла, çӗр çинче ялта пурӑнтарма тӑрӑшакан чӑн-чӑн хуҫасем юлчӗҫ, тесе калассăм килет. Барис Аппаувич Атня, Кукмара, Балтасси районӗсенчи çирӗп  хуҫалӑхсене, вӗсен ертӳҫисене палӑртса иртрӗ, ун пек каччӑсем пулнă чухне  ялсем пурӑнӗҫ, терӗ.

Унӑн шухӑшӗпе, юнашар ҫирӗп пӗр хуҫалӑх пулмасан, ҫемье фермисем те, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем те пурăнайман  пулӗччӗç. «Тӗрекленсе кайиччен  вӗсене пирӗн пулăшу кирлӗ», – терӗ вӑл. Лару-тӑру, тен, улшӑнӗ, ял ҫыннисен психологийӗ те урӑхла пулӗ. Хальлӗхе вӑл хуҫалӑх ертӳçин куçӗнчен пăхса пурӑнать. Ертӳçӗ, хӑй черетӗнче: «Яла тытаймасан, ҫын куҫӗ умне мӗнле курӑнӑп», – тет.

Паян Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче 500е яхăн çурт  тата уйрăм хуçалăхсенче 2 пин мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур иккен. Çавсенчен 447шӗ сӑвакан ӗнесем, ыттисем самăртакан выльăх. Выльӑх  усрама «Цильна» обществи пулӑшать. Маларах йăнăш илтрӗм, ахăр, тесе шухăшларăм, мӗншӗн тесен «икӗ пин» текен цифра кăштах иккӗлентерчӗ. «Питӗ нумай мар-и вара ку?» – тетӗп. Ертӳҫӗ  вара     пӗр иккӗленмесӗр, халăх вӗт тăрăшуллă, ӗçчен пирте, тет.

Барис Гафуровăн: «Ыран хальхи пек ӗҫлеме пулмасть» тени те  тӗлӗнтерчӗ. Çакă унăн паянхи ялти ӗç-хӗл çинчен сӑнарлӑ калани пулнӑ иккен. Урӑхла каласан, ӗҫ пырать, пурте йӗркеллӗ тесе лӑпланма юрамасть. Ҫӗр,  уй-хир отраслӗн технологийӗ те ҫулсерен  вӑйланса пырать. Кризис тени те шав-шавах килсе тухать. Апла пулсан, эсӗ ҫутçанталӑкран пуҫласа самана вăйсăрланнине те хатӗр пулма тивӗçлӗ. Ҫавна кура «Цильна» хуҫалӑхӗ аш-сӗт туса илнисӗр пуçне, ытти çул-йӗрсем енӗпе те ӗҫлет. Сӑмахран, ӑрат ӗҫӗпе, вӑрлӑх селекцийӗпе интересленет. Раҫҫейӗн пилӗк-ултӑ регионӗнчи Ял хуҫалӑхӗн наукӑпа тӗпчев институчӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет çак хуçалăх. Çулталăклăх вӑрлӑха сутнинчен кӑна та  вуншар миллион тенкӗ укçа кӗрет. Талӑкра 25 тонна сӗт параççӗ. Уйрăм хуçалăхсенчен вара кунсерен виҫӗ машина сӗт пуçтарса çӳреççӗ иккен. «Хуҫалӑхра вӑтам ӗҫ укҫи – уйӑхне 33 пин тенкӗ. Дояркăсем  45 пин тенкӗ таран укçа илеҫҫӗ», – тесен, – элле сирӗн пата килмелле ӗнтӗ, – тетӗп.

– Таврӑн, ан ҫӳре хула тусанне сывласа. Ӗҫ тупӑпăр.

Паллах, шӳтлетчӗ ертӳҫӗ. Тепӗр тесен, ӗçлекенсем çителӗклӗ пулсан та, кăмăллакан çынна ялта ӗç тупăнни тӗрӗс. Хуҫалӑхра 70 яхӑн специалист пур иккен, пурте – çак ял ҫыннисем. Выльăх врачӗсем улттăн. Хӑш-пӗр вырăнсенче ку ик-виҫӗ хуҫалӑха пӗрре вӗт вăл. Кăмăллакан çын валли ӗç тупатăп, тени, сăмахран, хуçалăха тӗрлӗ отрасль енӗпе ӗç-хӗле аталантарса, анлăлатса тăнипе çыхăннă пулас.

Эпир Тутарстана ҫӗршыври ытти регионӗсемпе танлаштарса, чылай енчен тӗслӗх кӑтартма юрататпӑр. Хӑш-пӗр чухне ытлашши мухтаннă  пек те туйӑнать. Шухăша Барис Аппаувича та каларӑм. Вӑл вара: «Тӗрӗсси çакă вӗт. Эпир ертӳçӗсенчен ăнтăмăр. Мӗнле кăна йывӑрлӑхсем килсен те,  йывӑр лару-тӑруран тухма çул тупма пултарчӗç, çӗршыв шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ ыйтусем тӗлӗшпе Мускавпа калаҫса пӗлчӗç», – тет. Ялăн малашлăхӗ мӗнлерех пулӗ, тесе тӗпчеме пуҫланăччӗ, вăл:  «Прогнозсене юратмастӑп», – тенипе кӑна ҫырлахмарӗ. Эпӗ: «Тутарстанра Кӗçӗн Чăнлă пек ялсем ытларах пулсанччӗ», – тесе шухӑшларӑм.

Риман Гилемханов,

«Ватаным Татарстан» хаҫат.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев