Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çĕнтерĕве ҫывхартнӑ

Аслă Çӗнтерӗве 77 çул

Майăн 6-мĕшĕнче П.В.Дементьев музейĕнче, Упири вӑтам шкулта вĕренекенсем хутшӑннипе, «Майӑн 9-мĕшĕ. Çĕнтерӳ. 1945 ҫул» паттӑрлӑх урокĕ иртрĕ.

Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ялпа паҫҫулкăсенчен –1152 ҫын вӑрҫа кайнӑ та, 517-шĕ каялла таврăнайман, хĕрсенчен 45-шĕ те сывӑ таврӑннӑ. Паян сыввисем те ялта юлман.

Çĕнĕ Упирен вӑрҫа кайнӑ Григорий Никитин 1942 ҫулхи  июнĕн 25-мĕшĕнче янӑ ҫырури йĕркесенче «Калугӑпа Тула хулисенчен 35 ҫухрӑмра пурӑнатпӑр, салтакри ҫар пурнӑҫне вĕрентеҫҫĕ,  талӑкра виҫе хутчен шӳрпе ҫитереҫҫĕ, 700 г ҫӑкӑр, 20 г махорка тата 25 г сахӑр параççӗ. Хӑш чухне какайĕ те пулкалать яшкара. Сывӑ таврӑнма пӳрнĕ пулсан, Мускав урлӑ килетĕп киле», тенĕ. Вăл Калинино облаҫĕнчи Вышний Волчек хули ҫывӑхĕнчи ҫапӑҫусене  хутшӑннӑ. 1944 ҫултан  хыпарсӑр ҫухални  паллӑ.

Илья Тимофеев та хыпасӑр ҫухалнӑ, тӑван ене  ăна таврӑнма пӳрмен. Сталинград патĕнчи ҫапуҫӑсенче, Крымра пулни паллӑ. Тӑван килне апрелĕн 25-мĕшĕнче ҫыру ҫырса янӑ  йĕркесенче «Талӑкра апат ҫиме  650 гр ҫӑкӑр, виҫе тӳрилкке шӳрпе  тата пĕр кашӑк пӑтӑ параҫҫĕ. Икĕ ҫухрӑмри вӑрмана шалалла кĕрсе хулпуҫҫи ҫине пĕрене хурса йӑтатпӑр, вӑй-хал та ҫук, ĕҫлеме йывӑр. Артиллериста вĕрентеҫҫĕ», тенĕ.

Ачасем вӑрҫӑран янӑ ҫырусене вуланине тимлĕн итлесе ларчĕҫ. Хӑйсем те хутран «виҫкĕтеслĕ» ҫырусем ӑсталаса  салтаксене ҫырусем ҫырчĕҫ.

Вӑрҫӑ – кашни ҫӗршыв историйӗнче чи хӑрушӑ тапхӑр. Анчах шӑпах ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑтра паттӑрлӑх, туслӑх, пӗр- пӗрне чунтан парӑнни, пӗр-пӗрне пулӑшни палӑрать, ҫав пахалӑхсем ҫынсене ҫеҫ мар, вӗсен тӑватӑ ураллӑ чи лайӑх пулӑшуҫӑсенче – йытӑсенче те палăраççӗ. Тӗлпулура «Йытӑсем – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем» электронлă хӑтлав та пулчӗ. Вӑрҫӑра йытӑсем ҫыхӑнуҫӑсемпе санитарсем, диверсантсемпе разведчиксем пулнӑ. Тӑватӑ ураллӑ «салтаксен» паттӑрла ӗҫӗсем иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи нумай ҫул иртсен те савӑнтараҫҫӗ пулин те, вӗсен ҫар «служби» ҫинчен анлӑн ҫырса пӗлтермеҫҫӗ. Мухтар-санитар йытти вӑрҫӑ ҫулӗсенче  400ре яхӑн аманнӑ салтака, ҫав шутра хӑйӗн йĕртӳҫине, бомба ҫурӑлнипе контузи пулнӑ ефрейтора Зорина та ҫӑлса хӑварнӑ. Йытӑсене халалласа тĕрлĕ хуласенче памятниксем те лартнӑ.

Иккемĕш пайĕнче ачасемпе «Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсемпе» вӑйӑ иртрӗ. Вӑййа хутшӑнакансем 7 тапхӑрта ӑмӑртса пĕлĕвĕсене ҫирĕплетрĕҫ. «Историлле», «Ҫыхӑнуҫӑсем», «Разведчиксем», «Ҫӗнтерӳ маршалӗсем»,  «Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ  вӑрҫин тӗп паллисемпе пулӑмӗсем», ҫавӑн пекех «Хула-геройсем» тата «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин наградисем» заданисенче ачасем те тавҫӑруллӑхпа палӑрчӗҫ. Вӗсем хӑйсене ҫаврӑнӑҫуллӑ, ӑслӑ, пултаруллӑ, туслӑ пулнине кӑтартрӗҫ. Малашне те пирӗн историе пӗлмеллине, асрах тытмаллине ăнланса илчӗç.                  

Ачасем, çавӑн пекех, сӑн ӳкерчӗксемпе, документсемпе, наградӑсемпе саламлӑ ҫырусенчен хатерленӗ «Вӑрҫӑ, Ҫӗнтерӳ, Асӑну» куравпа та паллашрӗҫ.

Эпир тӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн салтаксене тав тӑватпӑр, вӗсен паттӑрлӑхӗшӗн мӑнаҫланатпӑр. Вĕсем тӳссе ирттернĕ терт-нушисене, пурнӑҫне шеллемесĕр пире вӑрҫӑ асапĕнчен, Тӑван ҫĕршыва хӳтĕленĕшĕн тав тăватпăр, яланах асра тытатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев