Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗҫченлӗхпе ҫирӗплӗх тӗслӗхӗ

Юбиляр

Çак кунсенче Ҫӗпрел районӗнче ҫуралса ӳснӗ Клавдия Александровна Алексеевана 90 ҫулхи юбилейпе саламларӗҫ. 

Клавдия Алексеева 1935 ҫулхи августăн 10-мӗшӗнче Кӗҫӗн Упи ялӗнче ҫуралнă. 4 класс пӗтерсен, Клавдия Александровна питӗ çамрăклах ӗçе пуçăнать. 28 ҫул тултарсан, Валентин Федоровичпа çемье çавăрать, пӗрле вӗсем виҫӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Питӗ шел, 1984 ҫулта мăшăрӗ пурнăçран уйрăлса каять.

Клавдия Александровна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозра вӑй хурать, пенсие тухсан, Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче ял Совечӗн зданийӗнче пӳлӗмсене тирпейлекен пулса ӗçне малалла тăсать.

Халӗ Клавдия аппа Ульяновск хулинче, хӗрӗ патӗнче пурӑнать. 4 мӑнукӗпе тата 2 кӗçӗн мӑнукӗпе савӑнать, пӗтӗм ҫемьешӗн ӗҫченлӗхпе ҫирӗплӗх тӗслӗхӗ пулса тӑрать.

Юбиляра Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова ăшшăн саламларӗ. Сывлӑх, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗ, парнесем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев