Çĕнĕ çулта мĕн парнелеме хушмаççĕ
Çĕнĕ çул парнисене суйланă чух халăхра сарăлнă хăш-пĕр паллăна та шута илме сĕнеççĕ.
Калăпăр, çĕçĕ парнелесен – çынсем пĕр-пĕринчен уйрăлса каяççĕ имĕш.
Çавăн пекех сехет те парнелеме хушмаççĕ – вăл та уйрăлăва пĕлтерет тесе шутлаççĕ.
Парнелекен шарф пирки те юлашки вăхăтра çавăн евĕрлĕ шухăшах çӳрет, вăл та мăшăр е хĕрпе каччă пĕр-пĕринчен уйрăлса каяссине пĕлтерет теççĕ. Анчах та ку асăрхаттару алăпа çыхнă шарф пирки кăна теççĕ, шăпах вăл уйрăлу палли имĕш.
Тутăр парнелени – тунсăха пĕлтерет.
Çавăн пекех тăватă е вун виçĕ япаларан тăракан япаласен пуххине те парнелеме сĕнмеççĕ.
Кĕлетке-пĕве тирпей-илем кӳрекен гигиена япалисене парнелени те тавлашуллă тесе шутлаççĕ. Вĕсем çын хăйне тирпейлĕ-таса тытманни пирки «систерсе каланине» пĕлтереççĕ имĕш.
Кăштах канашсем
Уяв кĕреки
Çĕнĕ çул хапха умне çитсе тăчĕ. Пирĕн çĕршывра пĕтĕм халăх анлăн та сулмаклăн паллă тăвакан уяв вăл – Çĕнĕ çул. Ачасем çеç мар, аслисем те çак кунран темĕнле асамлăх кĕтеççĕ, кил-çурта илемлетеççĕ, уяв сĕтелĕ хатĕрлеççĕ.
Чăнах та, Çĕнĕ çул уявĕ çулталăкри мĕнпур уявран хăйĕн капăрлăхĕпе, асамлăхĕпе уйрăлса тăрать. Кăмăл-туйăмне çĕклекен илемлĕ чăрăшсăр, йăлтăр-ялтăр гирляндăсăр çĕнĕ çула кĕрекен кил-çурт та сайра пулĕ.
Паллах, кашниех уява ăçта кĕтсе илесси, мĕн тăхăнасси пирки маларах пуçа ватсан аванрах пулĕ. Унсăрăн уяв хăвăр кĕтнĕ пек савăнăç кÿреймессе пултарать.
Уява çемьепе кĕтсе илнĕ чухне чăрăша пӳлĕм варрине лартса илемлетни чи лайăххи. Енчен те пысăк йышпа, туссемпе уявлатăр пулсан чăрăш вăйă-конкурссем ирттерме, юрă-ташăпа киленме ан чăрмантарăр, çавăнпа ăна меллĕ çĕре вырнаçтармалла.
Дизайнерсен шучĕпе кăçалхи сĕтел уйрăмах илĕртӳллĕ те шайлашуллă пулмалла. Сĕтел çитти – чăлт шурă, пĕр тĕслĕ илемлĕ салфеткăсем, паха савăт-сапа.(Пĕррелĕх пластик савăт-сапапа урамра çеç усă курма сĕнеççĕ).
Илемлĕ хăю, йăлтăрккасем Çĕнĕ çул савăтне капăрлатма юрăхлă. Сĕтел çинче Çĕнĕ çул паллисем пулни вырăнлă. Пысăках мар чăрăш туратне капăрлатса тарăн вазăна лартăр – Çĕнĕ çул техĕмĕ тухать. Çăмартаран юр кĕлеткесем туса лартăр – килнĕ хăна хакламасăр чăтаймĕ. Юр кĕлетке тума çăмартапа кишĕр çеç кирлĕ.
Илемлĕ çурта лартма сĕтел çинче вырăн палăртрăр-и. Питĕ аван. Çурта яланах асамлăх сĕмĕ кĕртет, чунра ĕмĕт çуратать.
Çĕнĕ çула юлташсем е тăвансем патĕнче кĕтсе илме палăртнă пулсан кил хуçисене пĕчĕк парнесемпе савăнтартăр. Çул ăнăçу, савăнăç кÿмеллех кун пек чухне.
Пĕтĕмлетсе каласан, Çĕнĕ çула туслă та кăмăллă йышпа кĕтсе илĕр. Малалла шанчăкпа утăр. Хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăлпа пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунса çĕнĕ çул алăкне уçсан, шанатпăр, малашне те ӳсĕмсем пулмалла!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев