Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çĕнĕ çул

Çемен Элкер

Çăн халавлă çĕн çулталăк

Çитрĕ – шăппăн пуçланать;

Çĕнĕ çулăн çĕнĕ алăк

Систермесĕр уçăлать.

 

Алăк витĕр ĕмĕр куçĕ

Пăхрĕ, кулчĕ аякран;

Çутă ĕмĕт – пурнăç пуçĕ –

Чăмрĕ ун патне малтан.

 

Ĕмĕт хыççăн пур чĕр чун та

Харăс кĕчĕ Çĕн çула.

Тĕттĕм каç та, çутă кун та

Илĕртеççĕ малалла.

 

Ĕмĕр сыппи çĕн çулталăк

Вăрăм çурт пек вăл тăрать:

Виç çĕр утмăл пилĕк талăк –

Йышлă пӳлĕм ун пулать.

 

Йышлă пӳлĕм-пӳлĕм витĕр

Утса пирĕн тухмалла...

Мĕн курнийĕ – юлтăр, ирттĕр

Пирĕн пурнăç малалла.

 

Килех, Çĕн çул! Малаш енĕн

Тикĕс çулне уçса пар!

Пур чĕр чуншăн, этемсемшĕн

Канлĕ, çутă пурнăç яр!

 

Кив çулталăк, яланхи пек,

Юлтăн эсĕ хыçала...

Сывлăх сун та, – çултан-çул тек

Тăрса юлах авала!

 

Çĕнĕ çула хапăлласа

 

Николай Леонтьев

Çĕн ĕмĕрĕн ак тепĕр çулĕ

Ав, юрттарать лашапала.

Çуни эрешлĕ, учĕ йӳнлĕ,

Пĕкки йĕс шăнкăравпала.

Вĕçет çунатлă урхамахĕ,

Тăман çĕклет тăват ура,

Çула-мĕне те уямасăр

Сирпĕнтерсе кăпăш юра.

Чĕри хĕрӳ пулас Çĕн çулăн –

Вăл сисĕнет пĕрре пăхсах.

Кăмăл екки епле ун пулĕ –

Ăна пĕлместпĕр-ха, паллах.

 Анчах кирек хăçан та пирĕн

Ырра кăна шанас килет:

Çĕнĕ çулта, тен, каçăн-ирĕн

Пире кĕтет тулли тивлет?

Çапла пулинччĕ, тăвансемĕр,

Инкекĕ тăтăр аякра,

Хавшанă пурăнăç чĕкелтĕр –

Ман пилĕм-ĕмĕтĕм çапла.

Анчах çакна та астăвар-ха:

Сахал килет-и хамăртан!

Телейшĕн атьăр вăй хурар-ха,

Çак тĕлшĕн, халăх, чăмăртан!

 

 

Пурӑнар пӗрле!

 

А. Ырьят

Сисӗнмерӗ. Ҫул вӗҫленчӗ,

Пуҫланать ҫӗн ҫул.

Мӗн пулни асра ҫӗҫ юлчӗ,

Унпа сапӑр пул.

Аванни те, начарри те –

Шурӑ-хура йӗр.

Савӑнни те кулянни те –

Ҫулталӑкшӑн пӗр.

Тигр хӑй те йӗрлӗ-йӗрлӗ –

Пурнӑҫӑн палли.

Нумайрах пултӑр шур йӗрӗ –

Ку – савӑнмалли.

Хирӗҫӳ-тӑру ан сӑхтӑр,

Мӗн калас тата?

Хӗвел пуриншӗн те пӑхтӑр,

Чӑн ку, тупата!

Уявпа эп саламлатӑп:

– Ҫут тӗнче, кӗрле!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев