Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çемье çулталăкӗнче —урам уявӗ

Кивӗ Чукал ялӗн çыннисене хăйне евӗрлӗ пӗр мероприяти тӗл пултарчӗ

Кивӗ Чукал ялӗнче те «Урам уявӗ» иртрӗ. Асхаровсен ҫемйи: Ильфак-Эльвира, ачисем Ландышпа Ильнар тӗп йӗркелӳçӗсем пулса тӑчӗç.

Уява урамра унчченрех пурăннисем тата хальхи вăхăтрисем, ял çыннисем, ентешсем пуҫтарӑннăччӗ. 2024 ҫул — Çемье çулталӑкӗ пулнине шута илсе, мероприяти мӗнпур ҫемьене пӗрлештерчӗ. Уявӑн уйрӑмлӑхӗ ҫакӑнта: кашни йăх хăйӗн ҫичӗ ӑрури йӑх-несӗл тымарӗн йывăççине сӗнесси пулчӗ. Ҫакӑн валли ятарлӑ баннерсем вырнаҫтарнӑччӗ. 

Мероприяти шурӑ тутӑр ҫыхнӑ асаннесемпе, тӳпетей тӑхӑннӑ шурсухалсемпе, пиччесемпе йӑмӑкӗсемпе, ҫамрӑксемпе ачасемпе пӗрле уяв кӗрекинчен пуçланчӗ. Ялăн имамӗ Рамиль хазрат Айзятов кӗлӗсем вуларӗ, вӗрентӳллӗ сăмахсем каларӗ. 

Киров урамӗнче кашни килтех талантлӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ иккен. Ҫакна вӗсем уяв вӑхӑтӗнче кӑтартса пачӗҫ. Илемлӗ сăмах ăстисем тухса калаçни, юрӑ-кӗвӗ — уява илем хушрӗ.

Ӗлӗк улах каçӗсенче ирттернӗ вӑйăсем те айккинче юлмарӗç. Мероприятире урамри çынсем кăмăлласах хутшăнчӗç.

Ҫак савӑнӑҫлӑ та хăйне евӗрлӗ уяв тулӑх сӗтел хушшинче малалла тӑсӑлчӗ. Тутлӑ апат шӑрши пӗтӗм урама сарӑлчӗ. Сӗтел çинче вӗресе тӑракан сӑмавартан тутлӑ шӑршӑ кӗрекен чей ӗҫсе, хаваслӑ вӑйӑсем выляса, чуна пырса тивекен юрӑсем юрласа ҫынсем каҫ пулнине те сисмерӗç. 

Киров урамӗнче пурӑнакансен çак кăмăллă мероприятире пӗрлӗхлӗ пулни, хӑйсен ялӗпе тавралӑхӗшӗн тӑрӑшса тата пӗр-пӗрне пулӑшса пурăнни палӑрчӗ. Ҫак уява йӗркелекенсене халӑх чунтан тав турӗ. Çавӑн пек туслӑ, пӗрлӗхлӗ ял-йыш, кӳршӗсем пур чухне ял ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнасса ӗмӗт парать пире. Ҫакӑн пек мероприятисем вара пурне те пӗрлештереҫҫӗ. Ялăм вара, эс ан ватăл, çуртсем çӗнелсе тăччӗр.

Дания Нуртдинова, Дилюзя Зурдеева, Ульяновск хули

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев