Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

ÇЕМЬЕСЕМ ХОККЕЙ ВĂЙЙИНЧЕ ĂМĂРТРӖÇ

Кивӗ Çӗпрел ялӗн тӗп пăр лаптăкӗнче Тутарстан Республикин хоккей федерацийӗн Еленăпа Геннадий Тимченкосен ыркăмăллăх фончӗпе пӗрле тата Раççей хоккей федерацийӗн пулăшăвӗпе «Аттене, аннене тата хоккее юрататăп» ятлă спорт фестивалӗ иртрӗ.

Çакăн пек фестиваль халиччен пирӗн районта иртменччӗ. Ăна кăçал «Ырă пăр» программăпа тата «Добрый дворик» проектпа ирттерсе, çӗршывра хоккея кашни ача валли меллӗ тума халалларӗç. Фестивале уçнă çӗрте, район пуçлăхӗ Марат Гафаров: «Паян кунта пысăк хоккей уявӗ, вăл Çӗпрелӗнче пӗрремӗш хут иртет. Фестиваль чăн-чăн çемье спорт уявӗ пултăр тесе эпир хамăртан килнине пурне те турăмăр. Спортпа интересленни çынна çирӗпрех тата чăтăмлăрах тăвать, ăнăçуллă тата телейлӗ пулма пулăшать.  Спортра вара вăйлă тата мал ӗмӗтлӗ çын кăна пысăк çитӗнӳсем çӗнсе илме пултарать», – терӗ.

Пăр çинче виçӗ çынран тăракан командăсем – ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем тухрӗç. Вăйăсем хоккей лаптăкӗнче виçӗ пая пайланнă тикӗс лаптăксенче Олимп системипе иртрӗç, çӗнтерӗннисем ăмăртуран тухса пычӗç. Хоккей вăййи шкул ачисене, каччăсене тата хӗрсене, ашшӗ-амăшӗсене хавхалантарчӗ. Çемье уявӗнче, çаплах, кăçатăсемпе хоккей ăмăртăвӗсем, хапхана тата çаврашкана мечӗк кӗртес енӗпе тӗрлӗ эстафетăсем иртрӗç. Хоккей турнирӗн мӗнпур дивизийӗсене медальсем, çӗнтерӳçӗсене кубоксем тата медальсем парса чысларӗç. Фестиваль вӗçленес умӗн Тутарстан Республикин хоккей федерацийӗн асăнмалăх парнисене пачӗç, лотерей вылянтарчӗç. Чи хаклă приз – телевизор Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Дмитрий Михайлова лекрӗ. Спорт уявӗнче хутшăнакансем валли хир кухни ӗçлерӗ. Отрасль технологийӗсен техникум ӗçченӗсем вӗри чейпе тата тутлă пăтăпа сăйларӗç.

Ринат Салахов, кубок хуçи:

– Çак мероприяти çемьешӗн спорт уявӗ пулчӗ, эпир питӗ нумай эмоцисем илтӗмӗр, конькипе ярăнтăмăр, çемье ăмăртăвӗсенче хутшăнтăмăр, хир кухнинче вӗри пăтта тутанса пăхрăмăр. Ачасем хăйсемпе пӗр çултисемпе паллашрӗç. Уяври кăмăллă атмосфера питӗ килӗшрӗ. Пурне те пысăк шайра йӗркеленӗччӗ. Çак ăнăçлă опыт малашне те çакăн пек мероприятисем ирттерме май парӗ, тесе шанатăп!

 

ФОТОЛЕНТА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев