Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чечексем, чечекӗмсем, мӗн тери хитре вӗсем...

Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Нагимпа Джаухария Багаутдиновсен чечек айне путнă пӳрчӗ умӗ нумайăшне хăй патне илӗртет Район çыннисем

Ҫурт умӗнчи чечек тӗммисене те вӗсем хӑйне евӗрлӗ ҫаврашкалатса илемлетнӗ, икӗ айккипе резина татӑкӗсенчен тунӑ шурӑ акӑшсем лартнӑ. Ансат кăна япала пек, анчах та мӗн тери илемлӗх! 

Тӗпрен илсен вара, чечек ӳстерес, пахча ӗçӗсемпе кил хуçи хӗрарăмӗ — Джаухария аппа интересленет. Чечексемсӗр пуçне, помидор та, хӑяр та, тутлă пӑрӑҫ та, купӑста та, кӑвакал та, чӑх-чӗпсем те ӳстерет Джаухария аппа. Мăшăрӗ, Нагим, Хусан хулине кайса ӗçлесе çӳрет. Çавăнпа та ытларах чухне çак ӗçсем кил хуçи хӗрарăмӗ çине тиенеççӗ. Паллах, вӗсем пур ӗçе те канашласа тӑваҫҫӗ. Пахчинче тӗрлӗ чечексем чечексем куçа илӗртсен, тунисем ҫинчех хӗрелнӗ помидорсене, пуçтарса та пӗтерме пулман хӑярсене, тӗрлӗ сортлă пӑрӑҫсене, сарăлса ларакан купӑстасене курсан, ку аппа мӗнле ӗлкӗрет-ши тесе, тӗлӗнетӗн. Ӗçе те çӳрет вӗт-ха. Ӗмӗрӗ тăршшӗпех ӗçӗнчен уйрăлман. Маларах ача садӗнче тата, акă, 30 ҫул ытла район судӗнче ӗҫлет Джаухария Багаутдинова. Çулла амăшӗн, тетӗшӗн халне те пӗлсе тăма та, илсе килсе пăхма та вăхăтне тупать. Мăнукӗсем тата?! Пултăклă, ӗçчен ăрăвăн йăх-несӗле малалла тăсаканӗсем те, паллах, хăйсем те ӗçсӗр тăмаççӗ. Çулӗ çитнӗ мăнукӗ те асламăшне пăру пăхма та, утă çулма та, ăна пухса кӗртме те пулăшать. 

— Хамăн кил-çуртăмпа пурӑнма, хамӑн пахчара тӗрлӗ улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ, чечек ӳстерме ӗмӗтленеттӗм эпӗ, — терӗ Джаухария аппа çак интерессем çинчен ыйтма пуçласан.

Джаухарияпа Нагим Кивӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Джаухария Ульяновск хулине çул тытать, автозавода ӗҫе вырнаҫать. Унтан Джаухарияпа Нагим çемье çавăрсан, район центрне килсе тӗпленеççӗ. Нагим нумай çул çул-йӗр строительствинче ӗçлет. Çавăнтан çамрӑк ҫемьене район центрӗнчи нумай хутлӑ ҫуртра хваттер те параççӗ. Çав хваттерте ачисене пăхса ӳстерсе, уйрăм çурт тăвас ӗмӗтпе пурăнаççӗ. Ачисем ӳссе çитӗнсен кăна Багаутдиновсен ӗмӗчӗ пурăçланать. Мӗншӗн тесен ывăлӗ Зуфар та ӗнтӗ вӗсене мораль енчен те, пурлăх енчен те, пӗтӗм ӗçе пӗлекен строитель пулнă май та, пулăшакан пулса çитӗнет. Çапла вара, мунча туса лартассинчен пуçланнă строительство, илемлӗ çурт-йӗр пулса тăнипе вӗçленет. Ыттисене вара илемлетесси, каларăм ӗнтӗ, аслисемшӗн Багаутдиновсемшӗн ниме те тăмасть.

— Уйрӑм ҫуртпа пурӑнакансене, хăйсен пахчисенче мӗн кирлине, пурне те акса ӳстерекенсене ăмсанаттăмччӗ. Çавна май, эпир хамӑр та стройка ӗçӗсене пуçăнтăмăр. Паллах, çурт тăвасси çăмăл ӗç мар, анчах тăрăшса вӑй хурса, ӗмӗтӗмӗре пурнӑҫа кӗртме пултартӑмӑр. 

Пахчара ӗҫлеме юрататӑп. Пӗтӗмлетсе каласан, чун-чӗрере тăнăçлăх, сывлăх пулнă чухне ӗçлени савăнăç кăна вăл. Илемлӗ чечек курсан, манӑн ӑна хамӑн садра е чӳрече сакки ҫинче ӳстерес килет. Чечексене кăна илер-ха, вӗсемпе калаçатăн, куçусемпе ачашласа, шыв сапатăн — тепӗр кунне вара вӗсем тата та илемлӗрех пулса, сарăлса каяççӗ. Эпӗ ăçта кайсан та, чечек е чечек папки илсе килме тăрăшатăп. Тухăçне те тулăх илетпӗр. Тухăçăн вăрттăнлăхӗ вара — чунна парса ӗçленинчен пуль, тесе шутлатăп, — тет Джаухария аппа.

Кӑҫал, ҫанталӑк уяр тӑнӑ пулин те, Джаухариян аппан суханӗсемпе ыхрисем ӳсме ӗлкӗрнӗ. Эмел курӑкӗсем те, чейне тутлăлантармаллисене те вăрмана кайса пуçтараççӗ иккен Багаутдиновсем.

— Лавкка чейне эпӗ питех ӗçни çук, — тет вăл, çулла эмел ура айӗнче кăна вӗт. Хăвăн тăван кӗтесӗнче ӳснӗ вӗлтӗрен те мӗн тери усăллă, — тет Джаухария аппа.

Акă, çапла, хăйсем пӗлнӗ пек — чун-чӗрисенчи илемлӗхе чечексем çине куçарса, пурнăçпа ӳпкелешмесӗр пурăнаççӗ Багаутдиновсем. 

Сӗн-ӳ канашсем Ӗçлесе пӑхӑр!

Джаухария Багаутдинован пахча ӗҫӗсен опытӗнчен:

Реклама

— Август пахча ӗçӗсен хӗрӳ вăхăчӗ. Уҫӑ ҫӗр ҫинче ӳсекен хӑярсемпе помидорсене эпӗ ҫӗр каҫма витсе хӑваратӑп, кӗтмен ҫӗртен тăм ӳкме, шӑнтма пултарать.
Суханпа ыхра пек культурӑсене пуҫтарса кӗртмелле. Эпӗ пуҫтартӑм ӗнтӗ. Вӗсем лайӑхрах упранччăр тесе, вӗсене хӗвел ҫинче виҫ-тӑватӑ кун тытса типӗтетӗп. Унтан ҫил вӗрекен вырӑна хуратăп та, сивӗтсен тин упрамалли вырăна кӗртетӗп.
Ир пулакан купӑстана та касса, усă курма тытăнмалла. Мӗншӗн тесен ӑна ытла вӑрах тытса тӑрсан, вӑл ҫурӑлать.
Тăпрана хӗл валли хатӗрлеме тӑрӑшатӑп. Пахча ҫимӗҫрен пушаннӑ вырӑна удобрени (тислӗк) кӗртетӗп, унтан чавса хăваратăп. Август уйӑхӗнче чавса хăварнă тӑпра ҫинче пахчаҫимӗҫ лайӑхрах ӳсет, çимӗçсем та тулăх пулаççӗ. Ахальтен мар ӗлӗк, колхозсенче пӗтӗм уй-хире кӗрхи ҫӗртме туса хăварнă.

Тата тепӗр меслет, эпӗ тухӑҫлӑха ӳстерес тесе усӑ курни, яланах мунча кăмакинчен илнӗ кӗле пахчана сапатăп. Пулӑшать, пулӗ тетӗп. Кӗл тӑпра йӳҫеклӗхне чакарать, теççӗ вӗт. Ҫав вӑхӑтрах кали удобренийӗ пулса шутланать. 
Горчица, ыраш, кӗрхи тулӑ акса та хăваратăп. Ҫуркунне пуҫламӑшӗнче ӑна ҫулатпӑр, вӗтететпӗр те тăпра ăшне кӗртетпӗр. Ҫакна тума пултаратӑн пулсан, çак ҫӗр ҫинче пахчаҫимӗҫ тата та пулӑхлӑрах пулать. Паллах, ӗлкӗрес пулать.

Теплица, паллах, уйрӑм ыйту. Вӑл тӗрлӗ чир-чӗрсен, лӗпӗшсен, хурт-кӑпшанкӑсен, кӑткӑсен юратнӑ вырӑнӗ. 

Ҫумкурӑксене теплицӑра ӗрчеме памалла мар. Вӑл посредник рольне пурнӑҫлать. Ҫуркунне те, кӗркунне те теплицăна, унти ӳсентӑрансене пӑхӑр купоросӗпе ӗçе кӗртетӗп. Халӗ пасарта тӗрлӗ препаратсем пур. Интернетра сад ӑстисем мӗнле ӗҫленине пӑхатӑп, вӗсен канашӗсене итлетӗп. Хам та ыйтусем паратӑп. Никам та пӗлсе ҫуралмасть, ҫапла пурăна-пурӑнма вӗренетпӗр ӗнтӗ. 

Кашнинех пахчисенче тулăх тухăç ӳстерсе илме сунатӑп!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев