Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чăх-чӗпсен те хăйсен вырăнӗ пултăр

Закон çирӗп

Районти Ӗç тăвакан комитет ҫумӗнчи административлӑ комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ. 

Ларура админи-стративлӑ право йӗркисене пӑснă тӑватӑ гражданинăн ӗҫӗсене пӑхса тухрӗç.
Кӗçӗн Чăнлă тата Çӗнӗ Ишлӗ ялӗсенче пурӑнакан физически лицосен тӗлӗшпе хуçалăхӗсенчи ҫӳп-ҫапа хӑйсен территорийӗнчен кăларса пăрахнăшăн протоколсем ҫырса хатӗрленӗ пулнă.

Хуҫалӑхра пухнă ҫӳп-ҫапа контейнерсене кăларса пăрахмасăр, ҫырма-çатрасене, посадкăсене пăрахни вара, яла хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен калакан закона пӑсать. Тултарнă протоколсем енӗпе комисси членӗсем хӑйсен йышӑнăвӗсене пӗлтерчӗç.

Ларура, çаплах, чӑххи-чӗпписене урамра ҫӳретнӗ Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗнчи гражданин тӗлӗшпе тултарнă протокола пӑхса тухрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев