Çав çулсен çухалмӗ чапӗ
Ҫӗнтерӳ кунӗнче тав сӑмахӗсем, чечексем вӗсене –йывăр вăрçă çулӗсенче Тăван çӗршывăмăра сыхласа хăварнă ветерансене, тӑлӑх арӑмӗсене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене парне пулчӗ
Ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав
Майӑн 9-мӗшӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн центрӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ митинг пулса иртрӗ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 76 ҫул çитрӗ, анчах ҫак хӑрушӑ пулăмсем çинченхи асаилӳсем халӗ те чӗресене хускатса, куҫсене шывлантараççӗ. Ҫӗпрелӗнчен мӗнпурӗ 14 пинрен ытла ҫын фронта кайнӑ, вӗсенчен ҫурринчен ытларахăшӗ кăна сывă таврӑннӑ. Вӗсем Çӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ, пуç усман, пире мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗ ентешсем. Шел пулин те, паянхи кун районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннă икӗ ҫын кăна сывă. Сывлăхӗсем хавшанипе вӗсем савӑнӑҫлӑ мероприятисенче хутшӑнма пултараймарӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, хӑнасем, район ертӳҫисем, ҫамрӑк армеецсем, «Форпост» организацийӗн представителӗсем Вăрçă тата Ӗҫ Мухтавӗн обелискӗ çумӗнче Ӗмӗрлӗх вут патне веноксем тата чечексем хучӗç.
– Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ – вăрçă паттӑрӗсене хисеплемелли кун. Ҫак инкек никама та хӗрхенсе тӑмарӗ, кашни ҫуртӑн алӑкӗнчен шаккарӗ, çывăх çыннисене, тӑванӗсемпе ӗмӗрлӗхех уйăрчӗ. Пирӗн вăрçăра хутшăннă асатте-кукаçейсен, аттесен, тылра ырми-канми ӗçленӗ асанне-кукамайсен, аннесен паттӑрлăхӗсене, тăнăç та телейлӗ пуласлăха мӗнле çухатусемпе ҫӗнсе илни ҫинчен манмалла мар, – терӗ Марат Гафаров, уяв ячӗпе лаптăка пуçтарăннă халăх умӗнче тухса калаçса.
Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ячӗпе салам сӑмахӗсене ТР тата Ульяновск облаçӗн Патшалӑх пурлăхӗн управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов та пӗлтерчӗ. Çӗпрел çыннисене Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин тата ветерансен тӑлӑх арӑмӗсене Муслима Хайруллинана тата Нурлезиган Хузиевана та саламларӗç.
Мӗнпур хутшăнакансем вилнисене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç. Вӗренекенсем вăрçă çинчен сăвăсем каларӗç. Митингăн финал композицийӗ – Ҫӗнтерӳ Парачӗ те савӑнӑҫлӑ, чуна хумхантармалăх пулчӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятисем хыҫҫӑн «Çӗпрел» паркӗнче районти нумай отрасльлӗ технологисен техникумӗн ӗçченӗсем салтак пăттине тутанса пăхма сӗнчӗç.
Мероприятире хутшӑнакансем ачасен искусство шкулӗнче вӗренекенсен творчество ӗҫӗсене пӑхрӗҫ, Виктор Петухов ертсе пынипе афганецсен ҫар атрибучӗпе паллашрӗҫ.
Районти краеведени музейӗн ӗҫченӗсем вăрçă ҫулӗсен экспоначӗсемпе паллаштарчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем автомата сӳтсе тата пуҫтарас енӗпе ӑсталӑхӗсене кӑтартрӗҫ. Сцена ҫинче вара фронтри юрӑсем янӑрарӗҫ.
Мероприяти çӗрлеччен пычӗ. Çӗнтерӳ салючӗпе вӗçленчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев