Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Çар юхăмӗн ветеранӗсен Совечӗ» обществăлла организацийӗн ҫӗнӗ ертӳçине суйларӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

«Созидание» çамрăксен клубӗн ларусен залӗнче Ҫӗпрел районӗнчи «Çар юхăмӗн ветеранӗсен Совечӗ» обществăлла организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ пулчӗ.

Ларӑва Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, вырӑнти «Çар юхăмӗн ветеранӗсен Совечӗ» обществăлла организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов, воин-интернационалистсем хутшӑнчӗҫ.

Хутшăнакансем умӗнче отчетлӑ докладпа Виктор Петухов тухса калаçрӗ. Вӑл 2019 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ, çар юхăмӗн ветеранӗсен Совечӗн Çӗпрелӗнчи обществăлла организацийӗн тӗп тивӗçӗсене палӑртса иртрӗ.

Ку, чи малтан, вăрçă юхăмӗн ветеранӗсен тата вилнӗ салтаксен ҫемйисен прависемпе интересӗсене хӳтӗлесси, салтаксен вилтăприсене тивӗҫлӗн тирпейлесе тăрасси, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парасси, Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ чухне вилнисене асра тытасси, ветерансен туслӑхне ҫирӗплетесси, пӗр-пӗринпе килӗштерсе тата пулӑшса пырасси, районти обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑнасси тата ытти те, «Эпир ветерансен организацийӗ умӗнче тӑракан задачӑсене малашне те татса пама тӑрӑшӑпӑр», – терӗ Виктор Петухов.

Отчетлӑ доклад хыҫҫӑн, пӗр саслӑн пулса, ҫар юхăмӗн ветеранӗсен районти общество пӗрлешӗвӗн ертӳçи пулма Виктор Петухова сухларӗç, ҫавӑн пекех ӗçлӗ советне те палăртрӗç.

Пуху шайӗнче афганецсене хӑйсене хумхантаракан ыйтусене татса пама, район пуҫлӑхне ыйтусем пама май пулчӗ. Ыйтусем тӗрлӗ характерлăччӗ: патшалăх уйӑрса паракан ҫӑмӑллӑхсем, вӗсем илмелли йӗрке, инвалидлӑх, пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсем çинчен пулчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров район пурнӑҫӗнчи тата ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫри общество активлăхне палӑртрӗ. Вăл, çавӑн пекех, ҫар юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн составне Чечняра, Сирире хӗрӳ точкăсенче пулнă çар çыннисемпе туллилентермелле, хальхи вăхăтра Украинӑра ятарлă операцире хутшӑнакан каччăсем çинчен те манмалла мар, терӗ.

 – Çар юхăмӗн ветеранӗсен советне афганецсене ҫеҫ мар, мӗнпур çар юхăмӗсенче пулса таврăннисемпе те пӗрлештерес ӗçе малалла илсе пымалла. Ҫавӑн пекех вилнӗ салтаксен аслă çулсенчи ашшӗ-амӑшӗсене те тимлӗхе илмелле, çут тӗнчерен уйрăлса кайнă афганецсен мӑшӑрӗсене пулӑшу памалла, ҫавӑн пекех çар юхăмӗн инваличӗсен ачисене, мăшăрӗсен сывлӑхӗсемпе çыхăннă проблемисене шута илмесӗр хӑвармалла мар, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. – Ҫамрӑксемпе ҫыхӑнăва тата та ытларах ҫирӗплетмелле, патриотизм туйӑмӗпе воспитани парас енӗпе ӗҫе активлатмалла, мӗншӗн тесен паянхи кун районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗр чӗрӗ ветеранӗ те юлмарӗ, вӗсен ӗçне малалла тӑсаканӗсем, эсир – афганецсем Ҫӗнтерӳ ялавне хӑвăрăн аллăра илмелле.

Район пуҫлӑхӗ организацие пурнăçланă  ӗҫсемшӗн тав турӗ, малашне çирӗп та туслӑ ӗҫлес шанчӑка пӗлтерчӗ.

Пуху вӗçӗнче Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов Çӗпрел районӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине халалланă майăн 9-мӗшӗнчи уява ирттерме активлă  хутшӑннӑшӑн ҫар юхăмӗн ветеранӗсене Тав ҫырӑвӗсем пачӗ. Уйрӑммӑнах Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑннӑ Виктор Петухов ертсе пыракан афганецсене, Иршат Зиганшин ертсе пыракан пограничниксене тата Чечня вăрçинче хутшăннисене тав сăмахӗ пӗлтерчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев