Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çар службине ăсатасси малалла пырать

Июнӗн 21-мӗшӗнче ирхине П.В. Дементьев ячӗллӗ паркра  призывниксен  черетлӗ ушкăнне РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ретне ăсатасси пулчӗ.

Ҫак кун районăн виçӗ каччине:  Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Станислав Николаева, Аслă Чăнлă ялӗнчен Инсаф Хафизова, Аслă Хураката ялӗнчен Айрат Якупова савăнăçлă условире ăсатрăмăр. Кӗҫех ҫар ретне туллилентерекен каччăсене ӑсатма ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем тата ҫывӑх тусӗсем килнӗччӗ. Çак мероприятире, çавӑн пекех, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.

Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов ҫамрӑк салтаксене службăра ăнăçусем сунчӗ.

– Ăçта кăна  служить тусан та, ăнăçусем, шанчӑклӑ юлташсем çумăрта пулччăр. Ан манӑр, аҫӑр-аннӗрсем, тусӑрсем  тата эпир сире кӗтетпӗр, – терӗ Айрат Залялов.

Шӑп ирхинехи 5 сехетре призывниксем ларнă  автобус Хусан хулине çул тытрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев