Çар çыннин ӗмӗчӗ
2022 çултанпа Николай Ефрейторов Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ çӗрте
«Аса илмеллисем пулсан, малашлăх пур», – тенӗ ваттисем. Пирӗн Матак ялӗнче ҫар хушаматлă йăх-несӗлсем нумай: Солдатовсем, Матросовсем, Ефрейторовсем, Сержантовсем, Старшовсем, Полковниковем, Генераловсем... Тен, ҫак сăлтава пулах пуль ентешӗмӗрсем, каччăсем, вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫулсерен ҫар училищисене вӗренме кӗреҫҫӗ. Арçынсем çак профессие суйласа илесси авалтанпах ăруран-ăрăв куçса пырать.
Паян эпӗ çакăн евӗр хушаматлă çемьере çитӗннӗ, мăн аслашшӗсен, аслашшӗсен сумлă ятне тивӗçлӗн йăтса çӳрекен чăн-чăн каччă çинчен çырса кăтартасшăн. Николай Ефрейторов паян ятарлă çар операцийӗнче. Вăл 2022 çул кӗркунне тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине лекет.
Мирлӗ пурнӑҫ – телей те ырлӑх
Коля ялти туслă ҫемьере ҫуралнӑ. Вăл тăватă ывăлтан вӑтамми. Унăн ашшӗпе амăшӗ, Николай Михайловичпа Елизавета Петровна, пӗрлешнӗ куна ялти ватăсем паянчченнех асра тытаççӗ. Питӗ илемлӗ туй кӗрлеттернӗ Николай Ефрейторов. Ашшӗпе амăшӗ (СВО паттăрӗн аслашшӗпе асламăшӗ), Александра Григорьевнăпа, 1932-мӗш çулхи, Михаил Андреевич, 1931-мӗш çулхи, пехилленине пурнăçланă юратуллă кил-йыш. «Пирӗн аннӳпе иксӗмӗрӗн пилӗк ывӑл. Николай, хаклă ывăлăмăр, чӑн-чӑн арçын пул. Ун валли санӑн савнă мăшăрупа иксӗрӗн ҫурт тумалла, йывӑҫ лартмалла, сахалтан та виçӗ арçын ача çуратмалла», – тенӗ пулать. Ҫапла пулса тухнă та: вӗсем савнă мăшăрӗпе иккӗшӗ йывӑҫ ҫурт туса лартнă, сад пахчинче улмуҫҫисем лартса тултарнă, тăватă ывӑлне çут тӗнче парнеленӗ. Ачисем Сергей, Николай тата Вячеслав, Максим – питӗ ӗçчен те сапăр ӳсрӗç. Николайпа Вячеслав шкулта спортпа туслашрӗç, иккӗшӗ те пиҫиххипе кӗрешсе спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫларӗç. Салтак ячӗ тухсан салтакра пулса килчӗç.
Николай Мускав облаҫӗнче спецназӑн 21-мӗш уйрӑм бригадинче службăра тăчӗ. Уйрӑмăн командирӗ пулнӑ, сержанта ҫитнӗ. Дагестанри хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑнма тивнӗ.
Паян Ефрейторовсен йышлă çемйинче ывăлӗсем авланнӑ. Мӑнукӗсем аслашшӗпе асламăшӗшӗн савăнăç, телей.
Николай яланах ытти пӗртăванӗсенчен кăмăл çирӗплӗхӗпе тата тăрăшулăхӗпе уйрăлса тăчӗ. Вӗренӳ енне туртăнчӗ. Ятарлă пӗлӳ илсе, аван специалист пулса, вăй хума ӗмӗтленчӗ. Палăртнине пурнӑҫласа вӑл 2011-2016 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗн юриспруденци факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ, куçăмсăр майпа аслă пӗлӳ илнӗ хушăра Мускавра ҫуртсем çӗкленӗ çӗрте вăй хучӗ. Ял каччин иккӗмӗш çутă ӗмӗчӗ – машина туянасси. Çанă тавăрса ӗçлесен çеç ăна пурнăçа кӗртме пултарнине аван пӗлет вăл. 2010 ҫулта «Приора» автомашина рулӗ умне ларать вăл.
Пулас мăшăрӗпе Иринӑпа 2011 ҫулта паллашать. Тепӗр пилӗк ҫултан, 2015 ҫулта, ҫемье ҫавӑраççӗ, чаплӑ та манӑҫми туй туса ирттереççӗ. Ульяновск хулинче пурăнма пуçлаççӗ. Ирина Ульяновскри медицина колледжӗнче вӗренсе тухать. Ача садӗнче фельдшер пулса ӗçлет. 2018 ҫулта тинех çемьере ача çуралать. Ывăлӗ Илья – пурнăç пӗлтерӗшӗ. Пурӑнмалла та пурăнмалла ырлăхпа савăнса, тата ачасем çуратмалла. Çук вӗт. Ятарлă çар операцийӗ пуçланать...
Арçын тивӗçӗ-и е шăпа çырни-и?
Раççейри нумай-нумай арçынсемпе çап-çамрăк каччăсем пекех, Николай Ефрейторов та уйрăм мобилизаципе 1922 ҫулхи октябрӗн 25-мӗшӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлеме тухса каять.
Вӑйлӑ та хăюллă ҫар ҫыннине мӗнпур вӑрҫӑ хăрушлăхне, инкекне, çухатăвне туллин курма тивет. Ку вăрçă йывӑр çеç мар, сехре хăпмалла тискер. Минӑсем снарядсем ҫӗр ҫинче кӑна мар, сывлӑшра та çурăлаççӗ.
– Пуçласа çапӑҫӑва кӗрсен аптрамаллах марччӗ. Эпир те тăм пăшалпа пеместпӗр, пушă алăпа çапăçма тухман пӳтсӗр тăшмана хирӗç. Таçтан тата пилотсăр вӗçев аппарачӗсем килсе тухса пирӗн тӗле шыраççӗ, ракетăсем вӗçсе килеççӗ, взрывсенчен тӗнче кисренет. Хăраман нимӗнрен те тесе калаймастăп. Ку туйăм пулмасан, сыхланма йывăр. Ҫур уйӑхранах дронсем сӗрленине, пульăсем шăхăрнине хăнăхма пуçларăмăр. Апла пулин те пуç çийӗн вилӗм кӳрекен «кайăксем» вӗçни чылай туйăм вăйне чакарать. Çар çыннин сыхăлăха çухатма юрамасть», – çапла каласа парать отпуска килнӗ Николай ятарлă çар операцийӗнчи малтанхи кунӗсем çинчен.
Çапăçма Донецк Халӑх Республикинчен пуҫланӑ. Сержант составӗнчен пуҫласа аслӑ лейтенант, штурм взвочӗн командирӗ таран çитнӗ. Взвод составӗнче Владимировкӑна (Волновка районӗ) тата Никольское, Угледар, Павловка, Пречистовка, Новоукраинка, Ясная Поляна, Раздольное, Комарово, Поддубное ялӗ-хулисене ирӗке кăларнă çӗрте хутшăннă.
Халӗ те вӗсем, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем, ҫак кăткăс та хӑрушӑ ӗҫе хутшăнаççӗ.
Николай Николаевич калашле, Украина çыннисем вăрçăран ывăннă. Çапăçусем, çухатусем, çӗр çӗклейми хуйхă-суйхă кирлӗ мар пире те, вӗсене те. ВСУ салтакӗсенчен çемйисене таврăнасшăн, тыткăна лекме те хирӗç мар пирӗн енне, кил-йышӗн шăписемшӗн çеç кулянаççӗ.
Пурнӑҫӑн тӗп тӗллевӗ – ҫын пулса юласси
Аслă лейтенант Николай Николаевич çар тивӗçне пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн нумай ведомство тата патшалăх наградисене тивӗçнӗ. «РФ хӳтӗлевне çирӗплетме тӳпе хывнăшăн «Çарти хастарлăхшăн» (1, 2 степеньлисем), Жуковăн, Суворовăн, «Çар паттăрлăхӗшӗн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медальсем, «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден-медалӗ унăн çар тумӗ çинче ялтăртатаççӗ.
– Вăрçăра чи хакли, пӗлтерӗшли – наградӑсем мар, киле, мăшăрăм, ачамсем патне ырă-сывă таврăнни, – тет Николай. – Манăн çемьене таврăнса ачасем ӳстерес килет. Вӗсем Тăван çӗршыва юрăхлă çын пулса çитӗнччӗр, ашшӗ-амăшне, аслисене юратчăр. Çакăншăн эпир ятарлă çар операцийӗнче сывă юлма тӑрӑшăпăр. Эпӗ хамӑн ҫемьене питӗ юрататӑп. Вӗсем пӗтӗмпех аван пуласса, ывăлӗ, тетӗшӗ, мăшăрӗ, ашшӗ таврăнасса ӗненеççӗ. Çакă вара, питӗ хаклă. Эпӗ вара Раççей офицерӗ, вӗсен шанăçне тӳрре кăларма тăрăшăп. Çамрăк ăру, ывăлăм та, урăх нихăçан та вăрçа хăй куçӗпе ан куртăр, ватăсем çухатусем мӗнне ан пӗччӗр, амăшӗсем çӗрлесерен тунсăх пусса çитернипе йӗрсе минтере ан йӗпетчӗр. Мир, тăнăçлăх пултăр çӗр чăмăрӗ çинче. Эпир таврăнатпăрах, çӗнтеретпӗр. 1945 çулхи пек.
Виталий Мердеев, педагогика ӗçӗн ветеранӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев