Çамрӑксем – хастар çынсем
Çамрăксен парламенчӗн пӗрремӗш ларăвӗ пулчӗ. Унта парламент ертӳçи пулма Дмитрий Аттина суйларӗç
Ҫамрӑксен парламенчӗ 25 çынна пӗрлештерет.
Ларура район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, район Совечӗн аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов, районти ӗҫ тӑвакан комитечӗн çамрăксен ӗçӗ, спорт тата туризм уйрăмӗн ертӳçи Руслан Вильданов тата Ҫамрӑксен парламенчӗн составне суйланнă членсем хутшӑнчӗҫ.
Район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин залра ларакан ҫамрӑксене саламласа, ӗçӗсенче ăнăçусе сунчӗ.
Кун йӗркине ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн, уçă сасă памалли çулпа Ҫамрӑксен парламенчӗн ертӳçине суйларӗç, вăл ачасен творчество çурчӗн директорӗ Дмитрий Аттин пулчӗ. Ҫавӑн пекех, çамрӑксен парламенчӗн ертӳçин çумӗ пулса Ильдус Валиуллин, яваплӑ секретарь – Миляуша Хайретдинова суйланчӗç.
Лару пынă вăхăтра Çамрӑксен парламенчӗн ҫичӗ комиссине ҫирӗплетрӗç тата вӗсен ертӳçисене те суйларӗç. Комиссисем çак çул-йӗрсем енӗпе ӗçлӗç: экономика, право ыйтӑвӗсем, контроль тата регламент комиссийӗ (ертӳçи Владимир Артемьев); граждансен обществине аталантарас тата обществăлла пӗрлешӳсен ыйтăвӗсен комиссийӗ (ертӳçи Ильяс Фахретдинов); ӗç, ӗҫпе тивӗҫтерес тата социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен комисси (ертӳçи Анастасия Александрова); инфраструктура аталанăвӗ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтăвӗсен комиссийӗ (ертӳçи Ильяс Сафин); наука, инновацисем тата ҫамрӑксен предпринимательствин ыйтӑвӗсем енӗпе комисси (ертӳçи Раиль Камараев); экологи, сывлӑх сыхлав тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелес енӗпе ӗҫлекен комисси (ертӳçи Айгуль Миначева); тулашри çыхăнусем тата информаци аталанăвӗн комиссийӗ (ертӳçи Виктория Волкова).
Çак комиссисен составӗ те ҫирӗпленчӗ.
Ҫамрӑксен парламенчӗн ларӑвӗсене кашни ял тӑрӑхӗсенчи çамрăксен хушшинчен те пӗр представитель чӗнтерме кирлине тата Ҫамрӑксен парламенчӗн хăйӗн значок-паллине туса хума кирли ҫинчен сӗнӳсем кӗртрӗç.
– Ҫывӑх хушăра пирӗн Ҫамрӑксен парламенчӗн ӗҫ планне тата регламентне тумалла тата ҫирӗплетмелле пулать. Хӑвӑрăн сӗнӗвӗрсене кӗртме ыйтатӑп, – терӗ Дмитрий Аттин парламентăн пӗрремӗш ларуне хупса.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев