Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çамрӑк ӑрӑва ҫарпа патриотла воспитани парас уйӑхлӑх шайӗнче

Асăну каçӗ

Февралĕн 13-мӗшĕнче, Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче, Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче, Афганпа Чечня вӑрҫисене  тата Донбасс халӑхне хӳтӗлемелли ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ ентешсене халалланӑ «Асӑну каҫӗ» мероприяти  иртрӗ.

Тӗлпулӑва Çӗпрел районӗнчи çар юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи В.Петухов,  Афганистан территорийӗнчи ҫапӑҫусенче хутшӑннӑ ветерансем:  Г.Лелюков, И.Дергунов,  В.Ярзуткин, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ М.Саяпов, Чечня вӑрҫипе Ҫурҫӗр Кавказри ҫапӑҫусенче хутшӑннӑ, Чернобыльти АЭС катастрофăна сирес ӗҫе хутшӑннӑ Владимир Ярухин, Чечня вӑрҫинче хутшӑннӑ Алексей Марков, Донбас халӑхне хӳтӗлемелли ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ  Евгений Никитин, Алексей  Яргунов,  Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ  Александр Ярухин, Упири Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӳ настоятелӗ Владимир атте (Кудрявцев) хутшӑнса, вӗренекенсен умĕнче  тухса калаҫрӗҫ.

Ҫаплах, мероприятире  шкулта вӗренекенсен ашшӗсем те хутшӑнчӗҫ.  «Асăну каçĕ» патриотла  юрӑсемпе, сӑвӑсемпе ылмашӑнса пычӗ.

Зала пухӑннисем Донбасс халӑхне хӳтӗлемелли, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Ҫĕнĕ Упи ялĕн салтак-каччисем тата Ҫĕпрел  районĕнчен ятарлă çар операци вăхăтĕнче пуçĕсене хунă салтак каччăсем ҫинчен хатӗрленӗ стендсемпе паллашма пурлтарчӗҫ.

Вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайманнисене аса илсе пурте пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Мероприяти вĕçленсе пынă май шкул директорĕ  Д.Н.Горбунова сăмах илчĕ.  Вăл чĕннĕ хăнасене, ачасен ашшĕсене  «Асăну каçне» килнĕшĕн тав турĕ.  çывхарса  килекен  уявпа – Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламларĕ, пурне та вăрăм ĕмĕр, телей, тăнăçлă тӳпе сунчĕ.

Ҫак тӗлпулу кашни чӗринче нумайччен упранӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев