Реклама
Хыпарсем
Çамрӑк инспекторсене парнелерӗç
«Талантсен планети» ачасен пултарулӑх çуртӗнче «2021-2022 вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чи лайăх çамрăк инспекторсен юхăмӗн ертӳçи» республика конкурсӗн муниципаллă тапхӑрне пӗтӗмлетӳ турӗç.
Республикӑри конкурса районти пӗлӳ паракан учрежденисен 18 ҫамрӑк инспекторӗн командисем тата çамрăк инспекторсен юхăмӗн ертӳҫисем хутшӑнчӗç. Кашни отрядпа вӗсен руководителӗсем умне 2021-2022 вӗренӳ ҫулӗн ӗçӗ-хӗлне çутатакан папка хатӗрлес задача лартнӑччӗ.
Конкурс икӗ номинаципе иртрӗ: «Çамрăк инспекторсен юхăмӗн отрячӗсен ӗçӗ-хӗлӗ» тата «Çамрăк инспекторсен юхăмӗн отрячӗсен ертӳҫин ӗҫӗ-хӗлӗ».
«Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗнчи территорири управленийӗн профилактика пайӗн ертӳҫи Лилия Вахитова конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче, çаплах, вӑл ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнчи профилактика ыйтӑвӗсене асӑнчӗ, ачасем хутшӑннипе республикӑра 4 уйӑх хушшинче ҫул-йӗр транспорт инкекӗсен шучӗ çинчен те асăнса иртрӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл ачасене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫул-йӗр правилисем енӗпе профилактика ӗҫне малашне те туса пыма кирли ҫинчен те аса илтерчӗ, уйрӑммӑнах талӑкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫутта тавăракан элементсем çине тимлӗх уйăрма сӗнчӗ.
Унтан конкурсăн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.
«Ҫамрӑк инспекторсен юхăмӗн отрячӗсен ӗҫ-хӗлӗ» номинацире 1 вырӑна Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн çамрăк инспекторӗсен отрядне пачӗç, 2 вырӑна – Алешкин-Саплăк вăтам шкулне, 3 вырӑнта Чӑваш Çӗпрел вăтам шкулӗ.
«Ҫамрӑк инспекторсен юхăмӗн отрячӗсен ӗҫ-хӗлӗ» номинацире 1 вырӑна Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулăн çамрăк инспекторсен отрячӗн ертӳҫи Петр Рафиков, 2 вырӑна – Алешкин-Саплăк вăтам шкулне отрячӗн ертӳҫи Анвар Залалетдинов, 3 вырӑн Чӑваш Çӗпрел вăтам шкулӗн çамрăк инспекторсен отрячӗн ертӳҫи Алексей Мадуров йышӑнчӗç.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн территори управленийӗн профилактика пайӗн ертӳҫи Лилия Вахитова, районти ГИБДД уйрăмӗн инспекторӗ Рамиль Шарапов тата çутӗç пайӗн районти методисчӗ Ильнур Мавзютов Дипломсемпе наградӑсем пачӗç. Ыттисем те пурте хутшăнакан дипломӗсемпе наградисене тивӗҫрӗç. Ҫавӑн пекех районти çутӗç пайӗн методистне Ильнура Мавзютова ҫул ҫитмен ачасем хушшинче правӑна пӑсасран асӑрхаттарас тата профилактика ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес, воспитани парас енӗпе пӗрлехи мероприятисене пурнӑҫлас ӗҫре тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав ҫырӑвӗ пачӗç.
Парнесене Хусан хулинчи «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн территорири управленийӗн профилактика пайӗ хатӗрленӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев