Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çамрăксене паспортсем пачӗç

Пулăм

Çӗпрелӗн çамрăкӗсене Халӑх пӗрлӗхӗ тата Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗн шайӗнче паспортсем пачӗç.

Пӗлтерӗшлӗ документа памалли мероприятире район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата прокурор çумӗ Дмитрий Зиновьев хутшӑнчӗç. Ҫак пулӑма, çаплах, ашшӗ-амӑшӗсем, ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннипе чаплӑ лару-тӑрура палăртрӗç. 

— Раҫҫей гражданинӗ пуласси — пысӑк чыс. Паспорт илни — кашни ҫамрӑк ачан пурнӑҫӗнче пысӑк та хумхантаракан пулăм. Çӗршывӑмăрăн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулӑр. Мӗншӗн тесен çак документ сире тата ытларах яваплӑх хушать, — терӗç ертӳçӗсем, паспортсене хуçисене парса.

Парнелемелли мероприятире, çаплах, районти «Малтисен юхăмӗн» ертӳçи Раниля Алиуллова тата активистсем хутшӑнчӗç. Вӗсем ҫамрӑк граждансем валли парнесем хатӗрленӗччӗ.

Патриотла кăмăл-туйăмпа çыхăнса пынă концерт номерӗсем мероприятие тата туллирех туса пычӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев