Реклама
Хыпарсем
Çамрăк мăшăр
Ҫак кунсенче кăна Кивӗ Ҫӗпрелӗнче тата Шланка ялӗнче çуралса ӳснӗ Тансылу Ансафовнапа Ринат Фиркатович юратăвӗсене çирӗплетсе, çемье çавăрса ячӗç
Раниля Алиуллова
Тансылу Ульяновскри медицина университетӗнче вӗренет, тепӗр ҫул вăл диплом илӗ. Ринат вара педагог, Шланкари вӑтам шкулта вӗрентнӗ. Тансылу каланӑ тӑрӑх, вӗсем 2018 ҫулта район центрӗнчи пӑр аренинче паллашнӑ. Хӗр те, каччӑ та конькипе ярӑнма килнӗ.
– Шӑпамăр çапла пулчӗ пуль, туслашса, калаçса кайрăмăр. Тӗлпулусене кӗтме пуҫларӑмӑр, – тет Тансылу
Туй вӑхӑтӗнче Тансылу хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне тата ...Гульнара аппăшне тав сăмахӗсене пӗлтерчӗ. Хӗр çумӗнче те ашшӗ кăна ларнă... Амăшӗ Джамиля Тансылу сакӑр ҫулта чухне, икӗ ачине, упӑшкине тӑлӑха хӑварса питӗ çамрăкла вилсе кайнă иккен. Ачисене: Тансылупа Салавата ашшӗ пӑхса ӳстернӗ, йăмăкӗ Гульнара пулӑшнӑ.
– Анне ҫукки сисӗнетчӗ, паллах, анчах атте, аппа ҫак пушӑ вырӑна тултарма пултарчӗç, пире лайӑх пӑхса ӳстерме тӑрӑшрӗҫ, – тет Тансылу.
Акӑ хӗр хăйӗн каччине, пулас мăшăрне Рината та тупнӑ. Ринат та ӗҫчен ҫемьере, ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ каччă. Тансылуран куçӗсене те илмест, алла-аллăн тытăнса тăраççӗ. Яланах ҫапла пултăр, пурнӑҫ каçалăкӗпе ялан пӗрле, алла-аллăн тытăнса утӑр, ҫамрӑксем! Телей те сирӗнпе яланах юнашар пытӑр!
Ҫичӗ уйӑхра
Районти граждан тăрăмӗн акчӗсене регистрацилекен уйрӑмран (ЗАГС) илнӗ даннăйсем тăрăх 2021 ҫулăн ҫичӗ уйӑхӗнче районта пурӗ 42 ача ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 242 район ҫынни вилнӗ. 64 ҫамрӑк ҫын мӑшӑрланса 32 ҫемье ҫавӑрнӑ. Уйрӑлакан ҫемьесен шучӗ – 21. 2020 ҫул ҫав тапхӑртах ҫуралнисем – 57, вилнисен шучӗ – 204, уйрӑлнӑ ҫемьесем – 19, ҫӗнӗ çавăрнă çемьесен шучӗ 36 пулнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев