«Çакăн пек телей пурин те пултăрччӗ»
Сафиулла Гиниятуллович Гиниятуллин 90 ҫул тултарчӗ
Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов тата Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова Ильмет-Чепкас ялӗнче пурăнакан ӗҫ ветеранне Сафиулла Гиниятуллович Гиниятуллина 90 ҫулхи юбилейӗпе саламларӗҫ.
Юбиляр шӳт тума юратать, политика пулӑмӗсемпе интересленет. Тӗл пулнă хушăра вăл хăйӗн пурнӑҫӗнчи нумай интереслӗ лару-тӑрусем ҫинчен каласа пачӗ.
Сафиулла Гиниятуллович ӗмӗрӗпе «Ямашев ячӗллӗ» колхозра вӑй хунӑ. Аслă çулта пулсан та, хӑрушӑ вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче йывăр ӗç пилӗке авнине пăхмасăр, юбилярăн пурнӑҫа юратни, оптимизм сыхланса юлнӑ. Паянхи кун юбиляр мӑшӑрӗпе, тӗпчӗк ывӑлӗн ҫемйипе пӗрле ӗмӗр ирттерет.
– Хамăн тӗле тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхсемпе нихăçан та авăнса ӳкмерӗм, мăшăрăмпа савăнăçа-хуйха пӗрле пайласа, килӗштерсе пурăнтăмăр. Ачасене тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшрӑмӑр, вӗсем пирӗн – пиллӗкӗн. Халӗ вара мӑнуксемпе, кӗçӗн мӑнуксемпе савӑнса пурăнатпăр, – тесе пӗлтерчӗ юбиляр. – Пӗрле 63 ҫул пурӑнатпăр. Ҫакӑн пек телей пурин те пултăрччӗ, – тет Сафиулла Гиниятуллин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев