Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Чакă йӗлтӗр йӗрӗ»

Кивӗ Чакă вӑрманӗнчи йӗлтӗрҫӗсен базинче иртнӗ ӑмӑртӑва «Чакă йӗлтӗр йӗрӗ» тесе ят пачӗҫ Сывă пурнăç йӗрки

Ҫак ӑмӑртусене вунӑ ҫул хушши ирттерсе пыраççӗ, спорта юратакансен, вăй парса тăракансен шучӗ ытларах та ытларах ӳссе пырать. Кӑҫал та спорт уявне тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчен 100 яхӑн йӗлтӗрҫӗ килнӗччӗ.

Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов ӑмӑрту йӗркелӳçисене тата спонсорсене тав тунине пӗлтерчӗ.

— Районта спорт мероприятийӗсем нумай иртеҫҫӗ, халăх, питех те ҫамрӑксем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине илсе пыни савӑнтарать, — терӗ Айрат Фиркатович.

Анат Чакă ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Артем Солдатов тата районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов та мероприятие хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Ӑмӑртусем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗлтернӗ Çемье çулталăкӗн, ҫавӑн пекех, Сочири Олимп вӑййисен 10 ҫуллăхӗн шайӗнче иртрӗç.

Николай Хрисанов, ӗҫ ветеранӗ: 

— Ӑмӑртусене ҫулсерен хутшӑнатӑп. Мӗншӗн тесен спорт — пурнӑҫ никӗсӗ. Ҫулла велосипедпа ҫӳретӗп, чупатӑп, ҫуран нумай ҫӳретӗп. Палланӑ ҫынсене: «Эсир те ҫӳрӗр, сывлӑхлӑ пулатӑр!» тесе канаш паратӑп. Паян йӗлтӗр йӗрӗ питӗ лайӑх, ҫанталӑк аван. 

Алевтина Хемницер, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн секретарӗ: 

— Эпӗ спорт тӗсӗсене пурне те юрататӑп, уйрӑмах хӗлле йӗлтӗрпе нумай ярӑнатӑп. Муниципаллă ӗçченсен Спартакиадинче те хутшӑнатӑп. Спорта юратасси пирӗн ҫемьерен килет. Ывӑл та йӗлтӗрпе ăмăртать.

Паян савӑнсах ярӑнтӑмӑр, лайӑх результат турăмăр. Парнесем илтӗмӗр, питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Мероприятире ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене Дипломсем, медальсемпе призсем пачӗç. Ăмӑртусене хатӗрленес тата ирттерес ӗҫе хӑйсенчен пай кӗртнӗ спонсорсене: хресчен-фермер хуçалăхӗн ертӳҫине Ренат Айзятова, протоиерей Олег аттене тата Борис Албутова ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Артем Солдатов тав турӗ. 

Малалла тăсса

Чи ватӑ йӗлтӗрҫӗ Александр Бушуев, чи кӗҫӗнни — Александр Еремеев пулчӗç. Вӗсем те парнесӗр юлмарӗҫ. Çемйипех йӗлтӗр йӗрӗ çине тăнă çемьесене уйрăм тимлӗх пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев