Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çак йĕркесене чăваш халăх поэчĕн Василий Давыдов-Анатрин «Чăваш тĕрри» сăввинчен илнĕ

Ноябрӗн 26-мĕшне – Чăваш тĕррин кунне уявлама  Чăваш Республикин  Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çулхи октябрӗн 17-мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетнĕ. «Несĕлсем ĕмĕртен-ĕмĕре тытса пынă паха йăла умĕнче пуç тайса кăна мар, ăна малалла та аталантарма тĕв тытса», – тенĕ çак куна кĕтсе.

Юрий Адъютантов

Çак йĕркесене чăваш халăх поэчĕн Василий Давыдов-Анатрин «Чăваш тĕрри» сăввинчен илнĕ. Сăвăра чăваш халăхĕн иксĕлми пуянлăхне – тĕрĕ ӳнерне мухтаса, мăнаçланса çырнă. Тĕрĕре – аннен ачаш юрри, тăван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлĕ çутă çăлтăрсем.

 

Çак куна палăртма  уяв умĕн, ноябрӗн 25-мĕшĕнче, П.Дементьев ячӗллӗ музейре «Ăшă çурт» социаллă приютра воспитани илекенсем «Асамлă чăваш тĕрри» ятлă музейри урока пуçтарăнчĕç.

Малтанласа «Чăваш тĕрри, эрешĕсем» электронлӑ хăтлавпа, чӑваш тӗррин историйĕпе тата  тӗрӗ пӗлтерӗшӗпе паллашрĕç, авалхи эрешсем çинчен видеофильм курчĕç.

  Ытларах тӗрӗ пӗтӗмпе чӑваш наци тумне-арҫын, хӗрарӑм, ача-пӑчанне илем кӳрет. Авал пирĕн мăн асаннесем, кукамайсем каçсерен улах ларса шурă пир çине тĕрĕ тĕрленĕ, эрешсемпе илемлетнĕ. Эреш çинчи паллăсем –йывăçа, хĕвеле, йăха, пурнăç çулне, ĕçченлĕхе, шанăçа, пĕрлĕхе палăртнă. 

Чӑваш тӗрринче мӗнле тӗспе ытларах усӑ кураҫҫӗ-ха? Хӗрлӗ тӗспе. Чӑвашсем хӗрлӗ тĕс вӑл – вут-ҫулӑм, хӗвел палли тесе шутланӑ. Пурнӑҫ, юрату тата паттӑрлӑх тĕсĕ. Хура тĕс – ҫӗр тӗсӗ, хӗрлӗ тӗспе пӗрлех пурнӑҫ пуҫламӑшӗ ҫинчен калать. Шурӑ тĕсе чӑвашсем тасалӑх, ӑслӑлӑх тата тӳрӗлӗх палли тесе шутланӑ. Симӗс тĕс – пурнӑҫ чечекӗ. Ӳсентӑрансен, курӑксен, йывӑҫсен ӳсĕмĕн тĕсĕ.

Çаплах чăвашсен капăр тумĕпе, арçынсен  çи-пуçĕнчи тĕрĕсемпе паллашрĕç, хĕрсем тухья, масмак тăхăнса пăхрĕç.

Мероприятие хутшӑнакансем «Тӗрĕ-эреш – кил илемĕ» курава тӑратнă, асанне-кукамайсем тĕрленĕ алшăллисемпе ҫывӑхрах паллашма пултарчĕç.

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев