Реклама
Хыпарсем
Ӗç юратакана, халăх савать
Ҫӗпрел РУЭСӗн оперативлӑ ушкӑнӗн инженерне Фанис Рахматуллова Тутарстан энергетикин Ӗҫ Мухтавӗн кӗнекине кӗртрӗç
Районти электричество станцине Фанис Рахматуллов 2005 ҫулта, ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, килнӗ. Вӑл вӑхӑтра унӑн аллинче Хусанти энерготехникумăн «Электростанцисен тата сетьсен оборудованийӗсен специалисчӗ» дипломӗ пулнӑ.
– Фанис Рахматуллова Ӗҫ Мухтавӗн кӗнекине кӗртнинчен, организацийӗн мӑнаҫлӑхӗ пулса сӗннинчен тӗлӗнмелли те ҫук. Эпӗ нумай ҫулсем хушши унăн наставникӗ пултăм. Ҫамрӑк специалист професси енӗпе аталанса, кунсерен характерӗ çирӗпленсе пынине, ҫав вăхăтрах ҫын пулса юлнине курма кăмăллăччӗ. Вӑл яланах сӑпайлӑ, ăна пуррипе ҫуккине те пӗлместӗн, анчах кашни ӗҫре ӑста пулнине çирӗплетет, – тет тӗп инженер Радик Сафин Фанис çинчен.
Фанис спортра та питӗ хастар иккен. Ӗҫтешӗсем вăл Теччӗре професси ӑсталӑхӗ енӗпе электромонтерсен бригадисен ӑмӑртӑвне хутшӑнса та лайӑх кӑтартусем туни ҫинчен калаҫҫӗ. Организацире перекетлӗ производство енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйӑн вакансийӗ килсе тухса та, ку должноҫа кама парасси ҫинчен ыйту килсе тухман – Фаниса ҫирӗплетсе хунă. Фанисӑн пурнӑҫ принципӗ ҫакӑн пек: çирӗплетнӗ иккен – ӗҫлемелле. Урӑхла пулма пултараймасть. Тепӗр тесен, Рахматулловсем пурте çавăн пек. Ҫак пахалӑхсем ывӑлне организацире электромонтерта ӗҫлекен ашшӗнчен Фиркать Летфуллович Рахматулловран куҫнӑ, теҫҫӗ.
Хӑйӗн ашшӗ тата унӑн ӗҫӗ ҫинчен Фанис кӗскен кăна: «Атте 35 ҫул организацире электромонтер пулса ӗҫлерӗ», – тет.
Ачалăхри асаилӳсенчен те, электричество линийӗсем, юпасем асра юлнӑ.
– Атте патне, час-часах ӗçне килеттӗмӗр. Пӳртсенче ҫутӑ сӳнни, ӑна ахаль ӗçченсем çӗнӗрен ҫутни пире, ачасене, яланах интереслӗччӗ. Тӗлӗнмелле вӗт! Атте ӗҫӗ мӗн тери йывӑр та яваплă пулни ҫинчен эпӗ электромонтерта ӗҫлеме тытӑнсан кăна пӗлтӗм. Малтан эпӗ те электромонтерта ӗҫлерӗм вӗт, ун хыççăн диспетчер, каярахпа инженер должноçне куçрăм, – тет Фанис.
– Диспетчер ӗҫӗ мӗнпе асра юлчӗ?
– Уйрӑммӑнах эпӗ ҫакна: электричество пралукӗсенче авари килсе тухсан, çав вăхăтра пӗр харӑсах темиҫе функцие пурнӑҫлама кирлине ăнлантăм. Чи малтан инструкци тӑрӑх ӗҫлемелле, тивӗҫлӗ кӑтартусем памалла, çак лару-тăру енӗпе кăмăлсăрлăх пӗлтернӗ абонентсемпе тӗрлӗ чӗлхепе (тутарла, вырӑсла, чӑвашла: мӗншӗн тесен районта тӗрлӗ наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ) ăнланмалла, авари пулнӑ ҫӗре кайнӑ бригадӑпа ҫыхӑнура тытмалла тата ытти те. Чи кирли – лӑпкӑлӑха упраса ӗҫлемелле пулчӗ мана çак ӗçре, – тесе хуравларӗ ăста ӗçчен.
Йӗлтӗрпе ярӑнасси – Фанисăн чи юратнӑ спорт тӗсӗ иккен. Хӗлле вӑл май килсе тухсанах, йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑрать. Филиалӑн ӗçченӗсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан, сборнӑй команда составӗнче Спартакиадӑна хутшӑнма пултарнă. Çемье пуҫлӑхӗн çак спорт тӗсне унӑн хӗрӗ те кăмăлланă.
Пӗр сӑмахпа каласан, Рахматулловсем – лайӑх традицийӗсем пулнă энергетиксен ҫемйи.
Фанисăн мăшăрӗ Земфира та çак организацирех компьютер операторӗ пулса ӗҫлет, Фанисăн тетӗшӗ районти электростанцире хӑйӗн ӗҫ ҫулне пуҫласа, хальхи вăхăтра Ҫӗпӗрте маҫтӑр пулса ӗҫне малалла тăсать. Шутласан, энергетика сферинчи ҫемьен пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – 80 ҫула яхӑн. Кун ҫумне предприятие нумай ҫулсем хушши ертсе пынӑ Ирфан Летфулловичӑн ӗҫ стажне те хушсан – 100 ҫултан та иртсе каять. Ҫавӑнпа та Рахматулловсен династийӗшӗн Энергетик кунӗ – чи ҫывӑх та хаклӑ ҫемье уявӗ.
Фанис хӑйӗн ятне Ӗҫ Мухтавӗн кӗнекине кӗртнине илтсен, унӑн кӑмӑл-туйӑмӗ тӗрлӗрен пулни ҫинчен каласа парать.
– Малтанах ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: эх, атте пурăннă пулсанччӗ. Вӑл, паллах, хамăрăн хушамат энергетика историне кӗрсе юлнипе мăнаçланнă пулӗччӗ. Унтан мана çакăн пек шая çитмеллӗх вӗрентнӗ наставниксем Надир Яхиевпа Радик Сафин куç умне килсе тухрӗç. Пирӗн хыҫҫӑн юлакан ӑрӑва та пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ӗҫлеме пӳртӗр.
Час-часах ачамсене çак йӑлана малалла тӑсса, энергетика çул-йӗрӗпе кайччăр тесе сунам-ши, текен ыйту килсе тухать. Паллах, суйласа илесси – вӗсенчен хăйсенчен килет. Паян эпӗ вӗсем «Эпир энергетиксен ҫемйинчен», – тесе мăнаçланнăшăн та питӗ савӑнатӑп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев