Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Ӗç пиртен хăй хăратăр»

Кивӗ Чукал ялӗн ӗçчен каччи Рамиль Усманов çинчен

 

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх ӗçӗ енӗпе хӑйсен ӗҫ-хӗлне анлӑлатакансем, выльӑх-чӗрлӗх, ӳсентӑран ӗрчетес енӗпе интересленекенсем валли мӗнпур майсем çителӗклӗ. Ҫавӑнпа та ял çынни хăйне  тӗрлӗ ӗçре сăнаса пӑхма, хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе яма ăнтăлать. Кивӗ Чукал ялӗн каччи Рамиль Усманов та çавăн пеккисенчен.

Рамиль ачаранах техника çумӗнче аппаланса ӳсет. Шкулта вӗреннӗ çулсенченех, 10 çултанах, комбайнера  пулӑшакан пулса ӗҫлеме пуҫлать.

– Малтан «Нива» комбайнпа, кӳршӗмӗр Рустам Шайдуллов çумӗнче, пулӑшакан пулса ӗҫлерӗм. Кӑштах ӳссен вара, Фарит Яфизовпа «Дон-1500» комбайнпа комбайнера пулăшаканăн ӗçне пурнăçларăм. Ҫак ӗҫ мана мӗн пӗчӗкренех килӗшетчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн малашлăха та ялсӑр куҫ умне кӑларса тӑратаймарăм, – тет Рамиль.

16 ҫултан пуçласа ӗнтӗ каччă выльӑх апачӗ пухакан комбайна хӑй тӗллӗнех  çӳретме пуҫлать. Ҫак комбайн ҫине ларса вăл «Низамов» хресчен-фермер хуçалăхӗнче выльӑхсен хӗл каçармалли тапхăрӗ валли сенаж хатӗрлеме хутшӑнать. Ҫав хушăра вӗренсе, тракторист-машинист профессине алла илет. Тăрăшуллă каччӑна, пӗр вăхăтрах темиçе ӗç пурнăçлакан, ют ҫӗршывра туса кăларнă «Фенд» трактора та шанса параҫҫӗ. Ҫак хӑватлӑ тракторпа вӑл çӗр те сухалать, чӗкӗнтӗр анисене те ӗçе кӗртет. Пӗтӗмлетсе каласан, мӗнле кăна ӗç хушсан та чыслăн пурнăçлать. Ҫавӑнпа та каччăна тырпул пухса илнӗ тапхӑрта комбайнпа та ӗҫлеме сӗнет КФХ ертӳçи. «Полесье», ун хыççăн «Енисей» маркăллă комбайнсемпе тырпул пухса кӗртес ӗҫре хутшӑнать. Çулсерен комбайнсен парадӗнче малти вырăна йышӑнать.

Анчах хăйӗн ӗҫне пуҫласа ярса, ӗçлесе пăхас ӗмӗт çирӗпрех пулать. Майӗпен кăна вăл ӗмӗте те пурнӑҫа кӗртме пуҫлать. Малтанласа кивӗ тракторсене туянса, юсать, унтан комбайн та туянать. Виҫҫӗмӗш ачи ҫуралнăшăн панă çӗр лаптăкне те вӑл хӑйӗн ҫурчӗ умӗнчи участокран туянма пултарнă тата çавăнта техникӑна тытассишӗн хӑйӗн вӑйӗпе, нимӗнле программӑна та кӗмесӗр, хупă ангар туса та хурать. Паянхи кун Рамилӗн «Т-150» тракторӗ, икӗ «Т-70» тракторӗ, «Енисей» маркăллă комбайнӗ, «Зил» маркăллă çăк турттаракан машини  пур. Çак  техникӑсемпе вӑл уйрăм хуçалăхсене ҫӗр сухалама, комбайнпа хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене тырӑ вырса-çапнă вăхăтра пулӑшма пуҫлать, хӗлле вара машинипе халӑх валли жом турттарать. Хӑй валли ҫӗрсем илсе те ӗҫлесшӗн вăл, 30 гектар лаптӑкри пай çӗрӗсене регистрацилеме пуçлать. Малашне ҫак ҫӗр лаптăкӗсем ҫинче выльӑхсемшӗн утă тата  пӗрчӗллӗ культурăсем  акма шутлать.

Мӑшӑрӗ Наиля, виҫӗ ачи  тӗп никӗсре, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле, виҫӗ ӑру представителӗсем пӗр-пӗрне ӑнланса, тӗслӗхлӗ пурнăç илсе пыраççӗ.

– Ялта тӗпленсе юлнишӗн ӳкӗнместпӗр, кăмăлӗ пулнă çын ялта та интерес тупса, хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе ярса  пурӑнма пултарать вӗт. Анчах ӗҫрен хӑрамалла мар, ӳркенмелле мар, – тет Рамиль.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев