Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Бруцеллез выльăхсемшӗн те, çыншăн та хăрушă

Паянхи кун республикӑра бруцеллезпа ҫыхӑннӑ лару-тӑру çирӗп пулса юлать. Кун пирки пире районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Айрат Иматдинов пӗлтерчӗ.

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, 2023 ҫулта хӑрушӑ чирӗн пӗрремӗш тӗслӗхӗ республикӑн Ҫӗнӗ Шешме районӗнче, мăйракаллă шултра вылăхсен йышӗ 700 пуҫ ытла пулнă «Н. А. Скоков» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче палăрнă. Иккӗмӗш тапхӑр пӗлтӗр ноябрь уйӑхӗнче Атня районӗнчи «Тукай» обществӑра палӑрнӑччӗ. Унти 5500 пуҫ мăйракаллă шултра вылăха, ҫав шутра 2500 пуҫ сӑвакан ӗнене (талӑкра 60 тонна сӗт сунă) аш-какай комбинатне ӑсатнӑ.

2024 ҫулхи февралӗн 9-мӗшӗнче республикӑри Кайпăç районӗнчи Кивӗ Чечкаб ялӗнче В. Шагиахметовăн, Ш. Галиевăн тата И. Шамсутдиновӑн хушма хуҫалӑхӗсен мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхӗ бруцеллезпа чирлени палӑрать.

Чир ҫыншӑн та питӗ хӑрушӑ пулнине палӑртас килет! Чир ҫынсене сӗт тата сӗт-ҫу продукчӗсемпе усӑ курнӑ чухне, чирлӗ ӗнене пăхнă чухне куҫма пултарать.

Районăн терри-торийӗнче чире пултарас марришӗн, ҫулленех ҫурхи тата кӗрхи мероприятисен вӑхӑтӗнче районти ветеринари лабораторийӗн серологи уйрӑмӗнче 6 уйӑхри выльăхсен юнне лейкозпа бруцеллез чирӗ енӗпе тишкереççӗ. Ветеринарсем уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче ӑнлантару калаҫӑвӗсем илсе пыраҫҫӗ.

Бруцеллеза район территорине кӗртес мар тесен, ветеринарипе санитари нормисене ҫирӗп пӑхӑнса тӑмалла. Чи малтанах, ют территорисенчен илсе килнӗ выльӑх-чӗрлӗхе тата выльӑх апатне туянмалла мар.

Пирӗн район территорийӗнче «Цильна», «Çӗпрел Рассвет Агро» пек пысӑк обществӑсенче те мăйракаллă шултра выльăхсем пур. Районта пурӑнакансем, ҫамрӑк пăрусем туянас тесен, ҫак обществӑсене кайма пултараҫҫӗ. 

— Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх усракан уйрӑм ҫуртсемпе обществӑсен чире района кӗртес мар тесен сыхăлăх мерисем йышӑнмалла. Чи малтан, ют ҫынсене выльӑх-чӗрлӗх усракан зданисене кӗртмелле мар, выльӑх-чӗрлӗх пăхакансене ятарлӑ атӑ-пушмакпа тивӗçтермелле, ҫӗнӗрен туяннӑ выльӑх-чӗрлӗхе карантинра усрамалла, ытти регионсенчен илсе килнӗ выльӑх-чӗрлӗхе вара туянмасан авантарах пулӗччӗ, — тет Айрат Иматдинов.

Чир пирки шикленӳ килсе тухсан, тăхтаса тăмасăр, районти ветеринари пӗрлешӗвне 2-24-77 телефон номерӗпе шăнкăравламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев