Библиотекарь Таскира
Мучелей ялӗнче пурӑнакан Таскира Идиятуллина хӑйне библиотека ӗҫне халалланӑ çын.
Таскира аппа 1960 ҫулта Амирзян пиччепе Фагима аппан пилӗк ачаллă ҫемйинче иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Мучелей шкулӗнче — 8 класс, Матак вӑтам шкулӗнче 10 класс пӗтерсен, хӗр Ульяновск хулине çул тытать, унта ҫулталӑка яхӑн автозапчаçсен заводӗнче ӗҫлет. Пӗр ял çыннипе Фардатпа ҫемье ҫавӑрать, вӗсем тӑван ялӗнче тӗпленсе юлаççӗ.
Таскира аппана ялти библиотекăра ӗç сӗнеççӗ.
Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑлпа пӗр хӗр пăхса ӳстереççӗ, вӗсене ҫирӗп пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Тӑватӑ теçетке ҫул ытла Таскира аппа библиотекӑра ял ҫыннисене ӗçлӗ пулăшу парать. Хӑйӗн ӗҫне вӑл юратса, чун-чӗререн пурнăçлать. Ҫавӑнпа вӑл ял ҫыннисем хушшинче те, вулакансем хушшинче те унăн авторитечӗ пысăк. Ӑшӑ кӑмӑллӑ, сапăр, тимлӗ Таскира Амирзяновна библиотекăна килекен кашни ҫынна хӑйӗн канашӗсене те парать, кам мӗнле литература юратнине лайӑх пӗлет, кӗнеке суйлама хӑй те пулӑшать.
Паллах, унӑн ӗҫӗ кӗнеке парассипе кӑна чикӗленмест. Вӑл нумай ҫултанпа ялта йӗркеленӗ кашни мероприятие хастар хутшӑнать, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене хӑй те йӗркелет. 2008 ҫултанпа иртекен «Мучелей вулавӗсем» уява та Таскира аппан кӗртнӗ пайӗ пысăк. Мучелей ялӗ çинчен çырнă кӗнекесем те, музей те Таскира аппа пулăшăвӗпе пулнă.
Мучелей ялӗнчи ветерансен совечӗн ертӳçи те Таскира аппа. Ял ҫыннисене вӑл чи малтан ҫуралнӑ кунпа, уявпа саламлать. 2014 ҫулта Хусан хулинче «Çулталăк хӗрарӑмӗ. Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» конкурсра хутшăнса, Диплома тиивӗçлӗ пулнă.
Унӑн чыслă ӗҫне Культура министерствин Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, тӗрлӗ Дипломӗсемпе палӑртнӑ. Чи пысӑк пуянлӑх — ачисем. Таскира аппан 10 мӑнук пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев